Myvideo

Guest

Login

Тп хулари медицина ченсем ирхи 6 сехетрех зарядкна путарнч // ГТРК Чувашия. .

Uploaded By: Myvideo
103 views
0
0 votes
0

Уçă сывлăшра 30 минут та пулин хăнăхтарусем туни сывлăха самай çирĕплетет, тĕрлĕ чиртен сыхлать, теççĕ тухтăрсем. Усăллă сĕнÿсене пирĕн пултарулăх ушкăнĕ те тимлерĕ. Акци ăçта пуласси пирки çынсене малтанах пĕлтернĕ. Çавăнпа та тухтăрсемпе пĕрле зарядкăна çывăхра пурăнакансемпе волонтер-медиксем те хутшăнчĕç. Малтанах пухăннисем Мускав çыранлăхне çити утса кайса килчĕç. Унтан тренер зарядка ирттерчĕ. Сывă пурнăç йĕркине юратакансем пурте пĕрле хаваспах йывăр мар хусканусем турĕç. Ирхи зарядка кун каçиччен тăрăшма вăй-хăват парать. Мускав çыранлăхĕнче Чăваш Ен Пуçлăхне Михаил Игнатьева та тăтăшах курма пулать. Вăл унта велосипедпа ярăнать. Унран влаç тытăмĕнче, тĕрлĕ учрежденире ĕçлекенсем, ырă тĕслĕх илеççĕ. Çавăн пекех республикăра скандинави уттине кăмăллакансем нумайланса пыраççĕ. Халĕ йĕлтĕр патаккисемпе туяласа пыракансене курсан никам та тĕлĕнмест.

Share with your friends

Link:

Embed:

Video Size:

Custom size:

x

Add to Playlist:

Favorites
My Playlist
Watch Later