Myvideo

Guest

Login

мтне пурнласшн

Uploaded By: Myvideo
1 view
0
0 votes
0

Ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксене тата вĕсен çемйисене пулăшасси вĕсен тивĕçĕ. Сăмах «Çӗршыв хӳтӗлевçисем» фонд пирки пырать. Вăл икĕ уйăх каялла ĕçлеме пуçланă. Ку вăхăтра вĕсем 400-е яхăн çынна пулăшупа тивĕçтернĕ. Ятарлă çар операцине хутшăннă арçынăн икĕ ури те çук. Çапах та унăн ĕмĕчĕ «ури» çине тăрасси. Вăл хăйĕн паттăр тусĕсем патне çитесшĕн. Тăван çĕршыва эшкерсенчен хӳтĕлеме палăртать. ЕЛЕНА ЗАЙЦЕВА: «Аманнă пирки ăна питĕ ятарлă протезсем кирлĕ. Çав протезсемпе ури çине тăрса хăй çак пурнăçра йĕркеллĕ пурăнма пултăр тесе. Ку ĕçе фонд пĕччен кăна тăваймасть, экспертиза кирлĕ. Унта ятарлă тухтăрсем ăна заключени параççĕ. Ятарлă программăсем тăваççĕ. Унсăр пуçне социаллă фонд урлă вăл çак протезне хатĕрлесе ăна параççĕ. Унсăр пуçне реабилитационный центрта ăна вĕрентмелле çăк протезсемпе уçă курмалли çинчен». Халĕ арçын ĕçпе тивĕçтерекен центр урлă тепĕр професси алла илет. Унăн икĕ специальность пур. Анчах йывăр суранланнипе вăл вĕсемпе ĕçлеме пултараймасть. «Хамăрăннисене пăрахмастпăр». «Çĕршыв хӳтĕлевçисем» фонд çак сăмахсене тĕпе хурса ĕçлет. Эппин, арçыннăн ĕмĕчĕ пурнăçланма вĕсем пĕтĕм вăя хунинче пĕр иккĕленӳ те пулмалла мар

Share with your friends

Link:

Embed:

Video Size:

Custom size:

x

Add to Playlist:

Favorites
My Playlist
Watch Later