Потребительсен прависем пирки иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсенче калаçусем пуçланнă. 1983 çулта пуçласа Пĕтĕм тĕнчери потребительсен правине хÿтĕлемелли куна паллă тунă. Роспотребнадзорăн Чăваш енри управленийĕ уявпа çыхăннă пресс-конференцире хăйĕн ĕçтешĕсен ĕçĕ-хĕлĕ пирки каласа панă май паян тавар тата пулăшу туянакансен хăш прависене ытларах пăснине каларĕ.
Hide player controls
Hide resume playing