Myvideo

Guest

Login

Национальное телевидение Чувашии Пушарпа крешмелли тапхр

Uploaded By: Myvideo
1 view
0
0 votes
0

🎯 Загружено автоматически через бота: 🚫 Оригинал видео: 📺 Данное видео принадлежит каналу «Национальное телевидение Чувашии» (@ntrk21). Оно представлено в нашем сообществе исключительно в информационных, научных, образовательных или культурных целях. Наше сообщество не утверждает никаких прав на данное видео. Пожалуйста, поддержите автора, посетив его оригинальный канал. ✉️ Если у вас есть претензии к авторским правам на данное видео, пожалуйста, свяжитесь с нами по почте support@, и мы немедленно удалим его. 📃 Оригинальное описание: Ака уйăхĕн 10-мĕшĕнчен тытăнса республикăра пушар хăрушлăхĕн йĕрки вăя кĕрет. Çав кунтан пуçласа асăннă йышăнăва пăрахăçа кăлариччен кăвайт чĕртме, тĕтĕмлесе тĕрлĕ апат хатĕрлеме, вăрманта е ун çывăхĕнче, ял-хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсем патĕнче çӳп-çап тата типĕ курăк çунтарма юрамасть. Пушар хăрушлăхĕн тапхăрĕнче çӳп-çап, типĕ курăк çунтармалли йĕркесене пăхăнмалли çинчен те манмалла мар. Чарусене пăхăнманран сахал мар вут-çулăмпа çыхăннă инкек сиксе тухать. Çавна май çăмăлттай шухăшлисем чылай чухне хăйсем кăна мар, ытти ним айăпсăр çынсене те шар кăтартаççĕ. ЕВГЕНИЙ УШМАРИН: “Паянхи кун тĕлне Чăваш Республикинче 299 пушар пулса иртнĕ. Вĕсенче, шел пулин те, 26 çын вилнĕ, 31 çын тĕрлĕ йĕрлĕ суран илнĕ. Çав хушăрах пушарпа кĕрешекенсем 82 çынна пушартан хăтарса хăварнă. Пушарсен шучĕ 2022 çулпа танлаштарсассăн Чăваш Республикинче темиçе хутчен те ÿснĕ. Уйрăмах палăртас килет Вăрмар, Муркаш, Хĕрлĕ Чутай, Çĕмĕрле тата Шăмаршă муниципаллă округсенче, ăçта пушар темиçе хут хăпарнă. Çав вăхăтрах Улатăр, Етĕрне тата Тăвай муниципаллă округĕсенче пушарта вилнĕ çынсен шучĕ ӳснĕ“. Ял çыннисен урамра, çурт, хуралтă çывăхĕнче кăвайт чĕртме юраманнине асра тытмалла. Çак çирĕп чарусене пăхăнманнисене штраф, тепĕр чухне уголовлă явап та кĕтет. Яланах пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркисене пăхăнмалла. ЕВГЕНИЙ УШМАРИН: “Типĕ курăка, туратсене, çĕвĕлчсене тата ытти çунакан япаласене уçă çулăмпа çунтармалла мар. Пушар пулсан вара 01 е 112 номерпа шăнкăравламалла“. Пушар хăрушăлăхĕн йĕрки регионта уйрӑм хушу тухиччен вăйра пулать.

Share with your friends

Link:

Embed:

Video Size:

Custom size:

x

Add to Playlist:

Favorites
My Playlist
Watch Later