Чăваш Енре çăмăл атлетикăпа туслисем нумай. Çавна май республикăра ку енпе час-час ăмăрту йĕркелеççĕ. «Эпир пĕрле. Спорт» çĕршыв шайĕнче иртекен тупăшу 300 ытла спортсмена пĕрлештерчĕ. Сывлăх енчен хавшак ачасен чи лайăх кăтартăвĕсене тĕнчери рейтингсен хутне кĕртĕç. Вĕсене 2024-мĕш çулта Парижра иртекен паралимп вăййисенче хутшăнма суйлĕç. Сывлăх енчен хавшак пулсан та алă усса лармаççĕ. Япăх кураççĕ-и, алли е ури лайăх ĕçлемест-и – хăйсене спортра тĕрĕслеççĕ, çитĕнӳсем тăваççĕ. Спортри сумлă ятсене тивĕçессишĕн тăрăшаççĕ. Чăваш Ен çĕршыв шайĕнчи ăмăртусене ирттерме тĕрлĕ кĕтесрен çамрăксене йышăнать. ВЛАДИМИР ЮРЬЕВ: “Кунта пирĕн 300 ытла çын хутшăнать. 40 ытла регионтан килнĕ пирĕн патне ĕнтĕ. Питĕ нумаййăн чупаççĕ ĕнтĕ. Кайран йĕтре тĕкеççĕ тата сăнă ывăтаççĕ. Ку ăмăрту пирĕн 5 кун пырать. Ку пирĕн халь Раççейри чи çӳллĕ шайри тупăшу”. МИХАИЛ АНДРЕЕВ: “Çăмăл атлетика енĕпе илсен пирĕн Шупашкарта питĕ лайăх стадион. Ăмăртусене судить тăвакансен корпусĕ питĕ пысăккă. Вĕсам питĕ компетентлă. Категорисем пур вĕсен. Вĕсен квалификаци пысăк”. Ăмăртăва хутшăниччен хатĕрленме те чылай вăхăт кирлĕ. Çак тапхăрта япăх куракансен вĕсене çул кăтартса пыракансене хăнăхасси те. Паллах, çитĕнӳ тăвасси пĕр-пĕрне ăнланнинчен те килет. Чи кирли вара – пур спортсмен та малтанхи кăтартусене лайăхлатассишĕн тăрăшать. Çак тĕллевпех çăмăл атлетсем çурла уйăхĕн 16-мĕшĕччен спортăн тĕрлĕ енĕпе ăмăртса медальсемшĕн тупăшаççĕ.
Hide player controls
Hide resume playing