«Ĕçпе хӳтĕлеве хатĕр» физкультурăпа спорт комплексĕ Чăваш Енре туллин пурнăçланать. Иртнĕ виçĕ уйăхра Чăваш Енри çирĕм пине яхăн çын хăйĕн вăйне тĕрĕсленĕ. Комплексăн пĕрлĕхлĕ порталĕнче 287 пин ытла çын регистрациленнĕ. Ку енпе Чăваш Енре фестиваль те йĕркелеççĕ. Спорт уявне шкул ачисем хастар хутшăнаççĕ. Вĕсем «Спартак» спорт шкулĕнче пухăнчĕç. Афанасьева Софья спортпа туслă ача. Ăмăртусенче ăна тренер хавхалантарсах тăрать. Софья 13 çулта, вăл Аслă Елчĕк шкулĕнче вĕренет, улттăмĕш класс пĕтернĕ. Иртнĕ çулта вăл «Ĕçпе хӳтĕлеве хатĕр» комплексăн ылтăн паллине илнĕ. СОФЬЯ АФАНАСЬЕВА: «Эпĕ кунта пĕрремĕш хут, çĕр çирĕм отжимани турăм. Кăçал та ылтăн значок илесшĕн. Эпĕ кашни кун хатĕрленнĕ, отжимани тунă, чупнă тата ытти упраженисене те тунă». «Ĕçпе хӳтĕлеве хатĕр» физкультурăпа спорт комплексĕн фестивальне 18 муниципаллă округри 70 ытла вĕренекен хутшăнчĕ. Вĕсем икĕ ӳсĕмпе ăмăртрĕç – 12-13 тата 14-15 çулсенчисем. АРТУР НИКОЛАЕВ: «Ачасем утмăл метр сдавать тăваççĕ. 1500 метр чупу, отжимани, приседани тата метание мяча пулать ĕнтĕ унта. Çичĕ-сакăр вид сдавать тусассăн тĕрлĕ йышши медальсем илме пултараççĕ». Ку паллăсем шкула пĕтернĕ яшсемпе хĕрсене аслă шкулсене вĕренме кĕме хушма балсем те параççĕ. «Ĕçпе хӳтĕлеве хатĕр» комплекс «Спорт – пурнăç йĕрки» федераци проектĕнче тĕп пайсенчен пĕри. Унта явăçтарассипе Чăваш Ен Атăлçире пĕрремĕш, çĕршывра çиччĕмĕш вырăнта.
Hide player controls
Hide resume playing