Александр Кочетов ячĕллĕ кадет корпусĕнче яшсемпе хĕрсене шкул ӳсĕмĕнченех çĕршыва юратма, аслисене хисеплеме, тăван çĕрĕн историне упраса хăварма, ĕçсене тивĕçлĕ те яваплă пурнăçлама хăнăхтараççĕ. Тăван çĕршывăмăрăн историне упраса хăварас, вăрçă кунĕсемпе çывăхрах паллаштарас тĕллевпе кадет корпусĕнче çар музейне те уçрĕç. Савăнăçлă лару-тăрура музей кĕтесне хăнана килнĕ сумлă хăнасем уçрĕç. Курав çĕнĕ пулин те, кунта усăллă те кăсăклă хыпарпа кашниех паллашма пултарĕ. Çар пурнăçне сăнлакан экспонатсене вара шырав отрядне çӳрекен кадетсем хăйсем тупнă. Паян вĕсем музейре тирпейлĕн упранаççĕ. ВАЛЕРИЯ ПЕТРОВА: «Музей уçнă çĕре пирĕн класс хутшăнчĕ. Эпир кунта вăрçă пирки каласа паратпăр». ТАТЬЯНА ДАНИЛОВА: «Музей питĕ интереслĕ. Эпĕ кунта тепĕр хут килес шутлă». Музейре тинĕс флочĕн пурнăçĕпе, авиаци тытăмĕн вăртăнлăхĕсемпе паллашма пулать. Кадетсем хăйсем ăсталанă экспонатсем те кунта вырăн тупнă. Вертолет макечĕсемпе малашне кашниех паллашма пултарать. Музейре çавăн пекех паттăрсен историне те тимлĕх уйăрнă
Hide player controls
Hide resume playing