Myvideo

Guest

Login

Национальное телевидение Чувашии Ревакцинаци инчен манмалла мар

Uploaded By: Myvideo
3 views
0
0 votes
0

🎯 Загружено автоматически через бота: 🚫 Оригинал видео: 📺 Данное видео принадлежит каналу «Национальное телевидение Чувашии» (@ntrk21). Оно представлено в нашем сообществе исключительно в информационных, научных, образовательных или культурных целях. Наше сообщество не утверждает никаких прав на данное видео. Пожалуйста, поддержите автора, посетив его оригинальный канал. ✉️ Если у вас есть претензии к авторским правам на данное видео, пожалуйста, свяжитесь с нами по почте support@, и мы немедленно удалим его. 📃 Оригинальное описание: Кашни çулах хĕлле çынсем тĕрлĕ чир-чĕр çаклатаççĕ. Çак шута кăшăллă вирус инфекцийĕ те кĕрет. Юлашки вăхăтра ун çинчен сахалрах калаçма пуçларăмăр. Кунта вакцинаци вăйĕн пĕлтерĕшĕ пысăк. Сыхлăх эмелĕпе пĕрре укол тутарнисем ревакцинаци тапхăрĕ çинчен те манмаççĕ. Чăваш Енре ăна халĕ çĕнĕ мелпе – сăмса урлă та яртарма май пур. Шупашкарта пурăнакан Юрий Максимов кашни çур çулта сыватмăша килсе тăрать. Чирленипе мар, чирлес мар тесе. Сыхлăх эмелĕн пĕлтерĕшне лайăх ăнланать вăл. Çавăнпа та хăйĕнпе пĕрле мăшăрне те яланах прививка тутарма илсе килет. ЮРИЙ МАКСИМОВ: «Эпĕ пĕлтĕр, ноябрь уйăхĕнче вакцинаци тунăччĕ. Укол хул пуççирен тунă, ун хыççăн эпĕ япăххине туйман. Яланах лайăх, питĕ кăмăллă темелле. Чирлес килмес, çавăнпа та вакцинаци тутарас терĕм». Чăваш Енри сыватмăшсенче вакцинацие сăмсаран ярас мелпе хастар усă кураççĕ. Çапах та прививка уйрăмне кайиччен кашнинех терапевт тĕрĕслет. Александр Яковлевăн акă вакцинăна хирĕçлекен сăлтавсем çук. Çавăнпа вăл хăйне хальхинче те усал чиртен хӳтĕлеме пултарчĕ. АЛЕКСАНДР ЯКОВЛЕВ: «Вакцинаци вăл тĕрĕс япала. Эпĕ çавна питĕ лайăх туйса илтĕм. 2 çул каялла йывăр чирлесе больницара 1 уйăх выртрăм. Паянхи процедурăна шутлас пулсассăн, сăмсаран ямаллине – ыраттармасть те, ним хăрамалли çук». Пĕрре вакцинаци тутарнисен 6 уйăх иртсен сыхлăх эмелне тепĕр хутчен шала яртармалла. Çакăн çинчен аса илтерсе тухтăрсем телефон çине те çырусем вĕçтереççĕ. Сăмсаран ямалли вакцинăна республикăна кирлĕ чухлинчен ытларах илсе килнĕ. Çавăнпа та организма хӳтĕлес текенсен пăшăрханмалла мар. НАТАЛИЯ МАКСИМОВА: «Çак меле нумай çын килештерчĕ ĕнтĕ, мĕншĕн тесен мышцăран тунă чухне 3-4 кун хул ыратать, кун пек тунă чухне ыратмасть. Тата хăвăртрах тăваççĕ ĕнтĕ вакцинацине, пĕр 2 сехет хушши вакцинаци хыççăн сăмса шăнкартмалла мар, апат-çимĕç çиме, шыв ĕçме, пирус туртма юрамасть». Кăшăллă вирус чирĕ тата унăн çĕнĕрен те çĕнĕ штаммĕсем хайсем çинчен кунсерен пĕлтерсех тăраççĕ. Паян çеç республикăри 150-çыннăн «COVID-19» диагноз пурри палăрнă. Шăпах вакцинаци тутарни хамăра тата çывăх çынсене сыхлама май парать.

Share with your friends

Link:

Embed:

Video Size:

Custom size:

x

Add to Playlist:

Favorites
My Playlist
Watch Later