Myvideo

Guest

Login

Выльх апач хатрле

Uploaded By: Myvideo
1 view
0
0 votes
0

Мăйракаллă шултра выльăх валли апат хатĕрлессине Чăваш Енре 43 процент пурнăçланă. Иртнĕ çултипе танлаштарсан, кăçал ку ĕçе иртерех пуçăннă. Çĕр çинче ĕçлекенсем çу уйăхĕн 26-мĕшĕнченех выльăх апачĕ хатĕрлеççĕ. Кун пирки Правительство çуртĕнче иртнĕ канашлура пĕлтерчĕç. Выльăх-чĕрлĕхе тутă тытас тесен республикипе 570 000 ытла тонна утă, 257 000 тонна сенаж, 341 000 тонна силос хатĕрлемелле. 11 муниципаллă округра апат хатĕрлесси кал-кал пырать. Етĕрнесем – малта. Хыççăнах Патăрьелпе Элĕк тăрăхĕсем хăвалаççĕ. Комсомольски, Вăрнар, Красноармейски тăрăхĕсенче ку ĕç уксахлать. Пур тăрăхра та нумай çул ӳсекен курăк çулнă. Ĕçе 85 процент вĕçленĕ. Нумай çул ӳсекен курăка пĕрремĕш хут çулассине Куславкка, Комсомольски, Пăрачкав, Шăмăршă тăрăхĕсенче вĕçленĕ. 63 000 тонна утă хатĕрленĕ. Канаш тăрăхĕнче ĕçе 90 процент пурнăсланă. 198 000 тонна сенаж янталанă. Силос тăвассипе те тимлеççĕ хуçалăхсенче. Кăçал ака иртерех пулчĕ, çавна май вырмана та ытти çултинчен маларах тухĕç. Малтанласа палăртнă тăрăх, утă уйăхĕн 15-20-мĕшĕсенче уйсенче комбайнсем курăнма пуçлĕç. Хуçалăхсенчи техника паркĕнче паян хĕрӳ тапхăр. Выльăх апачĕ хатĕрлекен 273 комбайн, 750 косилка, апат хатĕрлекен 943 техника – кирлĕ хатĕрсене вырма валли юсаççĕ. Сăмах май, паркри 143 техникăна кăçал туяннă. Пĕлтĕрхи çак вăхăтрипе пăхсан, 35 процент ытларах çĕнетнĕ.

Share with your friends

Link:

Embed:

Video Size:

Custom size:

x

Add to Playlist:

Favorites
My Playlist
Watch Later