Чăваш чĕлхине упрас, тĕпчес тата аталантарассипе республикăра ятарлă программа пурнăçланать. Ăна 2020 çултах йышăннă. Программăри тĕллевсенчен пĕри — чăваш чĕлхине интернет уçлăхĕнче аталантарасси. Палăртни мĕнле ĕçе кĕрсе пырать-ха? Тата мĕн тумалла? Хуравсене студентсем, чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем, культура тытăмĕнче тăрăшакансем, журналистсемпе блоггерсем, тăван чĕлхе шăпишĕн пăшăрханакансем шырарĕç. Вĕсем Чăваш патшалăх çамрăксене театрĕнче пухăнчĕç.
Hide player controls
Hide resume playing