🎯 Загружено автоматически через бота: 🚫 Оригинал видео: 📺 Данное видео принадлежит каналу «Национальное телевидение Чувашии» (@ntrk21). Оно представлено в нашем сообществе исключительно в информационных, научных, образовательных или культурных целях. Наше сообщество не утверждает никаких прав на данное видео. Пожалуйста, поддержите автора, посетив его оригинальный канал. ✉️ Если у вас есть претензии к авторским правам на данное видео, пожалуйста, свяжитесь с нами по почте support@, и мы немедленно удалим его. 📃 Оригинальное описание: Ырă ĕçе чун ыйтнипе тăваççĕ. Çынсене усăллă пулма тăрăшаççĕ вĕсем. Сăмах, усламçăсем пирки пырать. Тупăш туса илессипе пĕрлех предпринимательсем тĕрлĕ проект пурнăçлаççĕ. Маттур та пуçаруллисене «Чи лайăх социаллă проект» конкурсра чысларĕç. Социаллă проектпа ĕçлекен предпринимательсене Чăваш Енре пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Вĕсен йышĕ республикăра халĕ 55-е çитнĕ. 2020-мĕш çулта вара пĕр усламçă кăна пулнă. 29 социаллă предпринимателе проектсене пурнăçлама грантпа тивĕçтернĕ. Илнĕ нухратпа вĕсем хатĕр-хĕтĕр, техника туянаççĕ, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелеççĕ. СЕРГЕЙ АНТОНОВ: «Пирĕн проект ĕнтĕ вăл инвалидсене, сусăрсене ĕçпе тивĕçтересси. Канаш тăрăхĕнче ĕçлекен куç курман инвалидсем нумай. Хальхи вăхăтра вĕсене ĕç вырăнĕпе тивĕçтерме питĕ япăхрах. Вара çавăнпа çак проект питĕ пулăшать». Сергей Антонов ертсе пыракан пĕрлешӳ çур миллион тенкĕ грант илнĕ. Унпа килĕшӳллĕн вĕсем сывлăх енчен хавшак пилĕк çынна ĕç вырăнĕпе тивĕçтернĕ. Сергей Антонов конкурса пĕрремĕш хут хутшăнать. Проекта пысăк хурса хаклани татах та яваплăрах, хастартарах ĕçлеме хистенине палăртать. Хушма пĕлӳ илессипе ачасене воспитани парассинче чи лайăх социаллă проект ята хăвăрт вулассипе ăс-хакăл аталанăвĕн шкулĕ тивĕçнĕ. Вĕсем ачасемпе те, аслă ăрури çынсемпе те ĕçлеççĕ. Вуланине ăнланма, ăна тишкерме, пурнăçра усă курма ăша хываççĕ пĕлӳ çуртĕнче. ЮЛИЯ ЕГОРОВА: «Çак методикăпа пĕтĕм тĕнчере те ачасем вĕренеççĕ. Вăл çынсене информацие лайăхрах тăнланма, тĕрлĕ чир-чĕрсем хыççăн лайăхрах та çĕнĕрен вулама вĕренме те пулăшать. Пирĕн ăс-тăна та лайăхлатать. Çак методика вăл пуçа лайăх ĕçлеттерме пулăшать». Шкулсем Чăваш Ен тĕп хулинче кăна мар, Çĕнĕ Шупашкарта, Кӳкеçре, Канашра, Çĕмĕрлере те уçнă. Çывăх вăхăтра Çĕрпӳ районĕнче те хута каймалла. Чăваш Республикин экономика аталанăвĕн министерствипе «Манăн бизнес» центр йĕркеленĕ конкурсра чи лайăх 11 социаллă проекта палăртрĕç. Вĕсем пурте пурнăç шайне ӳстермелле. Çитес çулта социаллă услама аталантарма грант виçине икĕ хут ӳстернĕ. Эппин, патшалăх пулăшăвне тивĕçнĕ проектсен шучĕ те икĕ хут ӳсĕ.
Hide player controls
Hide resume playing