Педагог, юлташ, иккĕмĕш анне. XXI-мĕш ĕмĕрти вĕрентекенĕн мĕнлерех пулмалла? Çак ыйтăва Çĕнĕ Шупашкарти 9-мĕш шкулта тăрăшакан Лариса Ильина лайăх пĕлет. Вăл кăçал Мускавра иртнĕ класс ертÿçисен форумне хутшăннă. Пултаруллă вĕрентекен туптанă ăсталăхĕпе çĕнĕ пĕлĕве халĕ кулленхи ĕçре усă курать. Ушкăнри туслăха çирĕплетмелли мелсене тата вĕрентÿ ĕçĕнчи хăш-пĕр вăрттăнлăха уçма пирĕн ĕçтешсем те Лариса Ильинан урокне çитсе парта хушшине ларчĕç. Истори урокĕ пуçланасса Çĕнĕ Шупашкарти 9-мĕш шкулта вĕренекенсем яланах чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Авалхи тĕнчен культурипе паллашмалла-и, тăван çĕршыв кун-çулĕнче пулса иртнĕ пулăмсене тишкермелле-и е тата ытти. Предмета юратни темăран килмест, чи кирли – кашни урока хăйнеевĕрлĕ ирттерни. Ку енĕпе ачасене кăсăклантарма Лариса Ильина вĕрентекен яланах çĕннине шырать. «Ачасемпе пĕр хум çинче пулмалла», - палăртать вăл. ЛАРИСА ИЛЬИНА: “Ман шутпа, чун туртни вăл. Вĕрентекен ĕçĕ каçхи 5 çитнипе çеç вĕçленмест. Пирĕн яланах ачасемпе те, вĕсен ашшĕ-амăшĕпе те, ĕçтешсемпе те çыхăну
Hide player controls
Hide resume playing