Myvideo

Guest

Login

Вхтпа е кив

Uploaded By: Myvideo
1 view
0
0 votes
0

Вĕсен хăватлăхне лаша вăйĕпе виçнĕ. Ку кăтарту 50-ран та кая пулма пултарнă, апла пулин те хăй вăхăтĕнче вĕсем пирки шăв-шав нумай тăнă, хавхаланса каласа кăтартнă. Сăмах ĕлĕкхи автомобильсем пирки пырать. Шупашкарта «Амазони» паркра Раççейри кивĕ авто тата мототехникăн «Вăхăт машини» фестивалĕ иртрĕ. Автомобиль XX-мĕш ĕмĕрĕн палли пулса тăнă. Çĕршывра ӳсĕм, аталану пулнине кăтартса панă вăл. Пĕрремĕш тĕнче вăрçи хыççăн хуласенче вĕсем час-час курăнма пуçланă. Çулсем иртнĕçем нумайрах та нумайрах тĕрлĕ маркăллă автомобиль тухма пуçланă. Паллах, двигатель хăватлăхĕ те пысăкланса пынă. 20-30 лаша вăйĕллĕ автомобильсене паян 200-300-лисем те улăштараççĕ. Пур арçын та тенĕ пекех руль умне ларма ĕмĕтленет. – Эпĕ те, паллах, ача чухне нумай техника çине тепĕр чухне ĕмĕтленсе, тепĕр чухне киленсе пăхнă. Калăпăр, кунта инвалидсене тивĕçтернĕ пĕчĕк кăна машина тăрать. Астăватăп, пирĕн яла çакăн пек машинăпа хамăр ял арçынни Шупашкартан килсе çӳретчĕ. Яланах эпĕ пĕр енчен телĕнеттĕмччĕ, тепĕр енчен ĕмĕтленеттĕмччĕ – çитĕнсен эпĕ те çакăн пек машина илсе, çакăн пек машинăпа çӳреме пултарăп тесе шутланăчччĕ. Паллах, эпĕ çитĕннĕ çĕре машинăсем пачах та урăхлисем пулчĕç. Çак фестивальте çав машинăсем те пур. Вĕсем хăйсен аса илĕвĕсене тултарчĕç. АЛЕКСЕЙ МИЛЛИН: «1979-мĕш çулта Серпуховри автозаводра кăларма пуçлаççĕ. Мĕншĕн çак машинăна шутласа тупса кăларма шутланин сăлтавĕ пур. Мĕншĕн тесен Аслă Аттелĕх вăрçинчен нумайăшĕ суранланса, аманса килеççĕ. Нумайăшĕ килĕсене урасăр таврăнаççĕ. Çак çынсен пурнăçесене çăмăллатма, вĕсене пĕр вырăнтан тепĕр вырăна çитсе ӳкме çăмăлтарах пултăр тесе шутласа кăлараççĕ». Ку машинăсене 1997-мĕш çулта кăларма пăрахнă. Елчĕк тăрăхĕнчи Алексей Миллинăн машини 33 çулта, вăл ăна Чулхулара тупса туяннă, юсаса çĕнетнĕ хыççăн куравсене хутшăнма пуçланă. Самара, Хусан, Йошкар-Ола, Ĕпхӳ, Чĕмпĕр, Шупашкар – фестивале хутшăнакан автомобильсем тĕрлĕ хуларан çитнĕ. «Москвичпа» «Волга», «Жигулипе» «Запорожец» Совет Союзĕ вăхăтĕнчи автомобильсем. – Кашни модель хăй вăхăтĕнче наукăпа техника прогресĕн пухакан япала пулнă. Раçсей Федерацийĕнче те, ытти çĕршывсенче те. Çавна пăхнă май, Совет Союзĕ вăхăтĕнче наука та самай аталаннă, техника та, çынсем те. Çак фестивальте эпир куратпăр пĕр енчен хамăр çĕршыв, хамăр халăх вăйне. Унсăр пуçне паян çакăнта кивĕ техникăна кивĕ тесе калатпăр ĕнтĕ, анчах та вĕсем вăхăтпа кивĕ. Вĕсен паянхи туйăмĕ кивĕ мар. Вĕсем паянхи сывлăшпа сывлакан техника. Вĕсене çавăн пек сывлăшпа сывлаттараççĕ çак ĕçпе киленекен çынсем. 50-60 çул каялла конвеертан тухнă транспорт паян куçа илĕртет. Акă, ку «Волгăна» 1968-мĕш çулта кăларнă. 10 çул ытла çӳренĕ хыççăн вăл 40 çул гаражра ларнă. Унпа фестивале кăçал Таджикистанран çитнĕ. Рулĕ те унăн ыттисенчен уйрăлса тăрать, ăна слон шăмминчен хатĕрленĕ. Ют çĕршывра туса кăларнă автомобильсем çеç 30-а яхăн пулчĕç куравра. Пĕрисене «Виллиспа» «Додж» илĕртрĕ. Теприсем вара Бьюикпе Кадиллак умĕнче ытларах чарăнса тăчĕç. «Понтиакпа» «Пакард» умĕнче сăн ӳкерĕнекенсем те нумаййăн пулчĕç. Кăçалхи фестивале 200 ытла авалхи техника хутшăнчĕ. Курава хальхинче СССР вăхăтĕнчи мотоциклсем те пуянлатрĕç.

Share with your friends

Link:

Embed:

Video Size:

Custom size:

x

Add to Playlist:

Favorites
My Playlist
Watch Later