Myvideo

Guest

Login

Паттрсем хамр хушрах

Uploaded By: Myvideo
1 view
0
0 votes
0

Паттăрсем хамăр хушăрах. Ҫӗнӗ Шупашкарти патрульпе пост службин взвочӗн командирӗ Сергей Ежов хӑйӗн ĕçтешӗсемпе пӗрле Атӑл ҫинче путакансене темиçе те çăлнă. Хӑюллӑ капитанпа шалти ĕçсен министерствин информаци тата общество çыхăнăвĕн пайĕнче тăрăшакансем тӗл пулчӗҫ. Унӑн катерӗ пулăшăва яланах вӑхӑтра çитет. Çу пуçламăшĕнче ĕçри тивĕçĕсене пурнăçлакан Сергей Ежов 30 çулхи арçынна çăлать. СЕРГЕЙ ЕЖОВ: «Инспекторпа службăра чухне пулăшу пирки ачасенчен кăшкăрнине илтрĕмĕр. Çакăнталла килсен путакан çынна куртăмăр, шыв айнелле анса каяканнине. Патнерех пырсан инструктор аллинчен туртса кăларма ĕлкĕрчĕ. Хăй йывăр состоянипеччĕ. Васкавлă пулăшу чĕнсе илтĕмĕр». Полици капитанӗ патруль катерӗн штурвалӗ умĕнче ҫичӗ ҫул. Патрульпе пост службинче пурĕ 30 çула яхăн ĕçлет. Пĕлтĕр вăл шывран 2 арçынна туртса кăларнă. Шыва кӗмелли сезон пуçланнă кăна-ха, çавăнпа та инкек-синкекпе тĕл пуличчен, асăрхануллă пулăр тесе калас килет. Шыв тимлĕх ыйтать.

Share with your friends

Link:

Embed:

Video Size:

Custom size:

x

Add to Playlist:

Favorites
My Playlist
Watch Later