Çулсерен çу уйăхĕн 24-мĕшĕнче славян халăхне çутта кăларнă сăваплă Кирилл тата Мефодий апостолсене асăнаççĕ. Чăваш Енре те, пĕтĕм Раççейри пекех, ăна анлăн уявлаççĕ. Кăçал Шупашкарти Хĕрлĕ тӳремре 1012 çынран тăракан пĕрлештернĕ хор республикăра пурăнакансене тĕрлĕ юрă-кĕвĕпе савăнтарчĕ. Раççей Федерацийĕн, Чăваш Республикин патшалăх гимнĕсем, «Широка страна моя родная», «Шăпчăк», Кирилл тата Мефодие халалланă гимн. Атăл тăрăх янăрарĕç пурте пĕлекен юрăсем, кĕвĕсем. – Паллах, эпир паянхи кун питĕ савăнатпăр. Кирилпа Мефодие аса илтеретпĕр. Тата вĕсене чунтан тав тăватпăр паянхи кун калаçма пултарнăшăн, юрлама пултарнăшăн. Хамăр шухăшсене çырса хăварса пулас ыйтусене валли çитерме пултарнăшăн. Чăваш патшалăх драма театрĕн умне пухăннă пĕрлехи хора Раççей, Чăваш Ен халăх артисчĕ, Морис Яклашкин тĕп дирижер ертсе пычĕ. 2023-мĕш çулта славян азбукине йĕркеленĕренпе 1060 çул çитрĕ. Тĕнчери 60 халăх çырулăхĕ кириллица çинче никĕсленнĕ. 16 çĕршывра славян алфавичĕпе усă кураççĕ. Уява пухăннă сумлă хăнасем чăваш халăхне çутта кăларнă Иван Яковлев çуралнăранпа 175 çул çитни çинчен те аса илчĕç. Вăл тăрăшнипе халĕ чăваш хайлавĕсемпе пĕтĕм тĕнчере паллашма пултараççĕ.
Hide player controls
Hide resume playing