«Трактор тăвакансен культура керменĕ» халăх пултарулăх çурчĕ 700 ытла клуба пĕрлештерет. Унта миçе пултарулăх ушкăнĕ ĕçленине вара шутласа кăларма та çук. Юрлаççĕ, ташлаççĕ, чечек çитĕнтереççĕ, тĕрлеççĕ - хăйсен ăсталăхне вĕсем черетлĕ сезона уçнă май кăтартрĕç.
Hide player controls
Hide resume playing