Хĕллехи каникул – камшăн чăн-чăн кану пулсан, шур халатлисен вара савăнма та вăхăт çук. Республикăри катастрофа медицини тата васкавлă пулăшу центрне çеç раштавăн 31-мĕшĕнчен пуçласа кăрлачăн 10-мĕшĕччен 13 000 ытла шăнкăрав çитнĕ. Ал-урана шăнтнă, ӳте çунтарса илнĕ, ярăннă чухне пырса тăрăннă тата ытти те – сăлтавĕ нумай. Салют, фейерверк – Çĕнĕ çул уявĕ вĕсемсĕр иртмест. Анчах та сирпĕтекен хатĕрсемпе усă курнă чухне хăрушсăрлăха пăхăнманни синкеке алăкран шаккама май парать. Хĕллехи канмалли кунсенче çеç ку енпе республикăра 10 çын сиенленнĕ. Вĕсене çийĕнчех медицина пулăшăвĕ панă. Хăрушлăх кăларса тăратаканни тата та пур. Акă Чăваш Енре юлашки çулсенче нумайăшĕ вĕрсе хăпартнă çунасемпе ярăнса шар кураççĕ. Вăрăм канмалли кунсенче çеç 46 çыншăн киленĕç инкекпе вĕçленнĕ. Тăвайкки ытларах ачасене илĕртнине шута илсен, тюбингпа ярăннă 42 шăпăрлан ашшĕ-амăшне канăçсăрлантарнă, шур халатлисенчен пулăшу ыйтнă. ВАЛЕНТИНА ТЕЛЬЦОВА: «Çав çынсем хушшинче питĕ йывăр аманнисем те пур. Пĕр 10 çулхи арçын ача хăвăрт çӳлт
Hide player controls
Hide resume playing