Myvideo

Guest

Login

Донецк халх республикин хастарсем Чваш Енре хатрлене

Uploaded By: Myvideo
1 view
0
0 votes
0

Чăваш Ен – çĕнĕ çитĕнӳсем тума, рекордсене çĕнетме пулăшĕ. Кунсеренех Донецк Халăх Республикинчен килнĕ спортсменсем Шупашкарта тренировка ирттереççĕ. Аса илтеретпĕр, 48 хастар пирĕн тăрăха çу 15-мĕшĕнче республика ертӳçин, Олег Николаевăн йыхравĕпе çитнĕччĕ. Хатĕрленӳ тапхăрĕн йĕркипе тата спортсменсен кăмăл-туйăмĕпе манăн ĕçтешсем те кăсăкланчĕç. Ирхине 6 иртсен тăраççĕ, 7-ре вара зарядка тăваççĕ. Донецк Халăх Республикинчен килнĕ спортсменсем хатĕрленӳ тапхăрĕн кашни минутне усăллă ирттерме тăрăшаççĕ. Чăваш Енĕн тĕп хулинче вĕсем – иккĕмĕш эрне. Çак вăхăтра вĕсем хăйсен ăсталăхне ӳстерсе, кĕрешĕвĕн çĕнĕ мелĕсене алла илме çеç мар, Шурă Шупашкарăн илемĕпе киленме те, Чăваш Енри спорт легендисемпе паллашма та ĕлкĕрнĕ. Спортсменсем Валерий Ярды ячĕллĕ олимп резервĕн 7-мĕш спорт шкулĕн хăна çуртĕнче пурăнаççĕ. Пĕр вырăнтах хатĕрленӳ залĕ, бассейн пулни çамрăксене тĕрлĕ енлĕ тренировка ирттерме май парать. Икĕ ен тачă çыхăнса ĕçлени малашлăхра çĕнĕ тĕллевсем патне ăнтăлма çăмăллăхсем туса парĕ. Донецк Халăх Республикин спортсменĕсен хатĕрленĕвĕн кăтартăвĕсене Орёл хулинче иртекен çуллахи Гимназиадăра курма пулĕ.

Share with your friends

Link:

Embed:

Video Size:

Custom size:

x

Add to Playlist:

Favorites
My Playlist
Watch Later