Кану кунĕсем лăпкă иртмерĕç. Чӳк уйăхĕн 6-мĕшĕнче Чăваш Ен тĕп хулинче ирхине вут-çулăм тухнă. Шупашкарти Тăххăрмĕш пилĕк çуллăх проспектĕнче тăхăр хутлă çуртра «хĕрлĕ автан» ташланă. Пушар пĕр çын пурнăçне вăхăтсăр татнă. Медицина пулăшăвĕпе çичĕ çынна тивĕçтернĕ. Вĕсенчен пиллĕкĕшне халĕ сыватмăшра сиплеççĕ. Ку йышра икĕ ача. Васкавлă медицина пулăшăвĕн сыватмăшĕн пӳлĕмĕнче икĕ хĕрарăм. Хăйсем лăпкă пулсан та чунĕнче вĕсен çил-тăвăл алхасать тейĕн. Ĕнерхи кун вĕсемшĕн тĕлĕкри евĕрех. – Эпир çывăрнă пулнă. Питĕ кăшкăраççĕ, шаккаççĕ. Шак
Hide player controls
Hide resume playing