Хисеплӗ арçынсем! Ашшӗн кунӗ ячӗпе чӗререн тухакан чи ӑшӑ салама йышӑнса илсемӗр! «Атте» тени вӑл сӑмах анчах мар, вӑл хӑйне уйрӑм яваплӑха, вышкайсӑр пысӑк ӗçе тата юратӑва палӑртать. Ашшӗ – çемье пуçӗ, ывӑлӗшӗн – çирӗплӗх, вӑй тата чыслӑх тӗслӗхӗ, хӗрӗшӗн – наставник тата хӳтӗлевçӗ. Хисеплӗ арçынсем, хаклӑ ашшӗсем, хӑвӑрӑн çывӑх çыннӑрсемшӗн, тӑванӑрсемшӗн – яланах çирӗп тӗрев, ачӑрсемшӗн шанчӑклӑ çул кӑтартуçӑ пулӑр. Кашни кун савӑнӑçпа, телейпе тултӑр, килӗрте яланах ӑшӑлӑхпа хӑтлӑх хуçаланччӑр. Отец – это не просто слово, это особая ответственность, огромный труд и любовь. Глава семьи, образец уверенности, силы и чести для сына, наставник и защитник для дочери. Уважаемые мужчины, дорогие отцы, примите самые теплые и искренние поздравления с Днем отца! Крепкого здоровья и всех благ! Source: Олег Николаев | Чувашия
Hide player controls
Hide resume playing