Çĕнĕ сĕтел-пукан, интерактивлă глобуссем, сĕтел, урай, «Алиса» ăслă колонка тата ытти те. Çаксем пурте Патăрьелĕнчи çĕнĕ вулавăшра. Федераци хыснинчен кун валли 5 миллион тенкĕ уйăрнă. Çак Юхма тăрăхĕнчи «Культура» наци проекчĕпе хута янă кăçалхи пĕрремĕш вулавăш. Вĕсем Чăваш Енре ку çул улттă пулмалла.
Hide player controls
Hide resume playing