🎯 Загружено автоматически через бота: 🚫 Оригинал видео: 📺 Данное видео принадлежит каналу «Национальное телевидение Чувашии» (@ntrk21). Оно представлено в нашем сообществе исключительно в информационных, научных, образовательных или культурных целях. Наше сообщество не утверждает никаких прав на данное видео. Пожалуйста, поддержите автора, посетив его оригинальный канал. ✉️ Если у вас есть претензии к авторским правам на данное видео, пожалуйста, свяжитесь с нами по почте support@, и мы немедленно удалим его. 📃 Оригинальное описание: Çĕнтерӳ кунĕ çывхарать. Çу уйăхĕн 9-мĕшĕччен 13 кун юлчĕ. Республика пысăк уява çӳллĕ шайра кĕтсе илме хатĕрленет. Кашни хулара, районта çак куна чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Республикăра паян 6,5 пин вăрçă ветеранĕ пурăнать. Вĕсенчен 165-шĕ – тăшманпа çапăçса сусăрланнисем, юнлă çапăçăва хутшăннисем. Вĕсене Çĕнтерӳ кунĕ тĕлне парнесемпе хавхалантарма палăртнă. Çав шутра пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтерес ыйтăва та татса параççĕ. ВЛАДИМИР МАКСИМОВ: «Пирĕн хальхи вăхăтра 6 çын çак ветерансен хушшинче сертификат илекеннисем. Паянхи куна 5 çынна çурт-йĕр туянма сертификат панă. Вĕсенчен пĕри çурт-йĕр шырать. Хальхи куна пирĕн тепĕр пĕр çын юлать. Çак сертификат илменни ĕнтĕ. Сертификат сумми ĕнтĕ 2 миллион та 200 000 тенкĕ ытларах. 2010-мĕш çултанпа 6055 ветеран усă курчĕ. Çак çăмăллăхпа тивĕçтерме 5 миллиард та 800 миллион тенкĕ тăкакланă». Кăçал паллă ентешсен çулталăкĕ пулнă май мероприятисен пĕр пайне Чăваш Енĕн фронтри паттăрлăхпа палăрса Совет Союзĕн Геройĕн ятне тивĕçнĕ ывăлĕсене халаллаççĕ. Вĕсем çинчен çамрăксем паттăрлăх урокĕсенчен, тĕрлĕ куравра пĕлме пултарĕç. Çавăн пекех волонтерсем вăрçă паттăрĕсене чӳрече, балкон çуса тасатма тата ытти енпе пулăшма палăртнă. Çĕнтерӳ вальсне вара кăçал та кашниех ташлама пултарĕ. СВЕТЛАНА КАЛИКОВА: «Республика шайĕнче тĕрлĕ ĕçсем иртеççĕ. Шкулсенче тĕл пулусем ирттеретпĕр, библиотекăра кĕнекесен выставкине хатĕрленĕ. Ветерансемпе тĕл пулусем ирттеретпĕр. Пĕтĕмпе республика шайĕнче 2 000 ытла мероприяти иртмелле. Çак кунсенче 500 000 çын хутшăнмалла. Шупашкарта мероприятисем иртеççĕ. Парад пулать. Бессметрный полк – кашни хулара пулать вăл. Шупашкар – ĕç мухтавĕн хули. Çавна пула пирĕн хулара 21:00 салют пулĕ». Çĕнтерӳ парачĕ Шупашкарта Республика тӳремĕнче иртет. Хула проспекчĕпе Шупашкар гарнизонĕн пин ытла çынран тăракан пĕрлехи полкĕ, техникăпа хĕç-пăшалăн 100 ытла единицинчен йĕркеленекен механизациленĕ колонни иртĕ. Репетицисем ака уйăхĕн 28-мĕшĕнче тата çу уйăхĕн 8-мĕшĕнче пулмалла. Çавăнпа çулсене вăхăтлăха хупаççĕ. ГЕНРИХ ВАСИЛЬЕВ: «1945-мĕш çулта пирĕн халăх хамăр çĕршыва кăна мар, пĕтĕм тĕнчери халăха хăтарнă. Çавăнпа вăл пирĕншĕн питĕ паллă. Кунта каламалла, çав Çĕнтерĕве çывхартас тесе пирен 27 миллион ытла çын пĕтнĕ. Пирĕн кашни çемьерен унта кам та пулин хутшăннă. Ветерансен пĕрлешĕвĕсем тĕрлĕрен мероприятисем ирттереççĕ. Тĕслĕхрен, вĕсенчен пĕри – «Çĕнтерӳ ялавĕ умĕнхи часовойĕ». Георги хăйăвĕсене ака уйăхĕн 27-мĕшĕнчен валеçме пуçлаççĕ. Раççейре кăçалхипе вăл 17-мĕш хут иртет. Регина Кубайкина, Игорь Зверев
Hide player controls
Hide resume playing