Чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсем этем пурнăçне илсе каякан чи анлă сарăлнă амаксем шутланаççĕ. Çулсеренех вĕсем 17 миллион çын ĕмĕрне кĕскетеççĕ. Çакнашкал хăрушă хыпарсене сахаллатма пĕтĕм тĕнчери чĕре кунĕ те пулăшать. Ăна çулсеренех авăн уйăхĕн 29-мĕшĕнче ирттереççĕ. Çак кун Чăваш Енре чĕркуççи айĕнчи арттерине стент лартас енĕпе пĕрремĕш хут операци ирттерчĕç. Ăна мĕнлерех йĕркеленине пирĕн пултарулăх ушкăнĕ те сăнарĕ.
Hide player controls
Hide resume playing