🎯 Загружено автоматически через бота: 🚫 Оригинал видео: 📺 Данное видео принадлежит каналу «Национальное телевидение Чувашии» (@ntrk21). Оно представлено в нашем сообществе исключительно в информационных, научных, образовательных или культурных целях. Наше сообщество не утверждает никаких прав на данное видео. Пожалуйста, поддержите автора, посетив его оригинальный канал. ✉️ Если у вас есть претензии к авторским правам на данное видео, пожалуйста, свяжитесь с нами по почте support@, и мы немедленно удалим его. 📃 Оригинальное описание: Çемье – кашни çыншăн чи хаклă пуянлăх. Кил-çуртра туслăх, ăшăлăх хуçалансассăн çемье те çирĕп пулĕ. Анчах та хăш чухне пĕр-пĕрне ăнланманни е сивĕ сăмах калани те çемьесене пĕр самантра аркатма пултарать. Уйрăлас шухăшлă мăшăрсене сыхласа хăварас, вĕсене пулăшас тĕллевпе республикăра «Пĕрле – яланлăха» проект пурнăçланать. Унпа килĕшӳллĕн çемье çавăрас шухăшлă мăшăрсемпе те усăллă калаçусем ирттереççĕ. Çамрăк мăшăрсен куçĕсем телейпе тулнă, чĕрере вара юрату туйăмĕ ялкăшать. Шăпах çак туйăм мăшăрлану керменне çул тытма хистет те. Çитес вăхăтра çамрăксем пĕр-пĕрне ылтăн çĕрĕ тăхăнтартĕç. Яваплă утăма тăвиччен вара вĕсемпе психолог калаçать, тĕрлĕ хăнăхтару ирттерет. Специалистсем палăртнă тăрăх, çакăн йышши ĕç мăшăрсене çемье хакне ăнланса илме пулăшать. ИРИНА тата ЕВГЕНИЙ: «Паян каланă сĕнӳсене малашне усă курма тăрăшатпăр эпир. Тĕрĕс сăмахсемпе калаçма тăрăшатпăр пирĕн пулас çемье пурнăçĕнче. Психолог сĕнĕвĕсемпе усă курма тăрăшатпăр. Мана ку мероприяти питĕ килешрĕ. Питĕ тăнлă, питĕ усăллă сăмахсем. Малашне çемье мĕнле çавăрмаллине, хамăра пĕр-пĕринпе мĕнле тытмаллине ăнлантартса пачĕç». Проектпа ĕçлекен психолог – Марина Назарова çамрăк мăшăрсене паха сĕнӳсем парать. Унсăр пуçне вăл пĕр-пĕрне ăнланма пăрахнă мăшăрсемпе те ĕçлет. Кашнийĕн валли вырăнлă та тухăçлă меслет суйласа илсе пулăшма тăрăшать вăл. МАРИНА НАЗАРОВА: «Ман пата мăшăрсем пыраççĕ. Эпĕ вĕсене чĕрере уçăлса кайса ăнланма паракан сăмахсем калатăп». «Пĕрле – яланлăха» ĕç авторĕ – Наталия Арсентьева. Вăл пуçарнă проект пулăшнипе ăнланманлăх, кӳренӳ туйăмĕ хуçаланма пуçланă çемьесем çĕнĕрен пĕр сукмакпа утма пуçлаççĕ. НАТАЛЬЯ АРСЕНТЬЕВА: «Кăçалхи çула илсессĕн, психологсем 300 мăйлă çемьепе ĕçлерĕç, вĕсенчен 100 майлă çемьене упраса хăвартăмăр. Паянхи кун та хăшĕ-пĕрисем психологпа канашлаççĕ, пулăшу ыйтаççĕ. Вĕсен отзывĕсĕм питĕ кăмăллă пирĕншĕн. Психологпа калаçма питĕ интереслĕ тесе калаççĕ. Вĕсем палăртнă тăрăх, çамрăксенчен нумайăшĕ çемьере пĕрле мĕнлерех пулмаллине пĕлмеççĕ». Кирек епле çемье те вăл пĕр пĕчĕк тĕнче. Кашни çемьере хăйĕн ырă йăли-йĕрки пур. Вĕсене упраса хăварасси вара мăшăртан çеç килет. Психолог вара çак майсене, варттăнлăхсене уçса парать çеç. Маргарита Мельникова, Георгий Кривошеин
Hide player controls
Hide resume playing