Myvideo

Guest

Login

ршыв хтлевисем фондра пыск чрелл ынсем ле

Uploaded By: Myvideo
1 view
0
0 votes
0

Раççей Президенчĕн пуçарăвĕпе çĕртме уйăхĕн пуçламăшĕнче кашни регионтах «Çĕршыв хӳтĕлевçисем» фонд уйрăмĕсем ĕçлесе кайрĕç. Вĕсен тĕп тĕллевĕ – ятарлă çар операцине хутшăнакан паттăрсене, вĕсен çывăх çыннисене юриспруденци, психологи, социаллă тата ытти енлĕ пулăшу парасси. Чăваш Енри фонда Елена Зайцева ертсе пырать. Икĕ эрне хушшинче вĕсем кама тата мĕн енĕпе пулăшса ĕлкĕрнĕ-ха? ЕЛЕНА ЗАЙЦЕВА: «Пирĕн пата 100 ытла çын пычĕç. Тĕрлĕ шăнкăравлă ыйтусем пачĕç. Ыйтусем тĕрлĕрен пулчĕç. Социаллă пулăшу илес пирки ыйтаççĕ. Кама ятарлă укçа хушса панă япаласем кирлĕ, кама пенси енĕпе ыйтусем пур. Кама та пулсан инвалидность енĕпе йĕркелесе ямаллисем пур. Хăçан та пулсан ĕçе вырнаçма, вĕсен арăмĕсем пыраççĕ». Раççейри «Çĕршыв хӳтĕлевçисем» фондăн Чăваш Енри уйрăмĕ Шупашкарти Мускав проспектĕнчи 3-мĕш çуртра вырнаçнă. Унта пĕрлехи телефон номерĕпе шăнкăравлама май пур. Кунта социаллă координаторсем, психологсем, медицина ĕçченĕсем тата ытти специалист пулăшу ыйтма килекенсене пур енлĕн пулăшма хатĕр. Ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксемпе вĕсен çемйисене пĕр вырăнтах «пĕр чӳрече» мелĕпе кĕске вăхăтра тĕрлĕ пулăшу кӳреççĕ. Кунта тăрăшакансем ятарласа пĕлӳ илнĕ.

Share with your friends

Link:

Embed:

Video Size:

Custom size:

x

Add to Playlist:

Favorites
My Playlist
Watch Later