Ҫӗнӗ Шупашкарти тата Элӗк тӑрӑхӗнчи шкул столовӑйӗсенче апатланнӑ хыҫҫӑн ачасем вар-хырӑм пӑсӑлнипе аптрани республикӑри ытти пӗлӳ ҫурчӗсенче те тӗрӗслевсем ирттерме хистенӗ. Шел пулин те, Прокуратурӑра ӗҫлекенсем чылай ҫӗрте йӗркене пӑснӑ тӗслӗхсем тупса палӑртнӑ. Шкулсенчи апатланӑва тивӗҫлӗ шая мӗнле ҫитерессине Вӗренӳ министерствинчи канашлура сӳтсе яврӗҫ.
Hide player controls
Hide resume playing