Чун-чĕре ыйтнипе Тăван çĕршыва хӳтĕлеççĕ. Кунсеренех Чăваш Ен салтакĕсем ятарлă çар операцийĕнче арçын тивĕçне мухтавлăн пурнăçлаççĕ. Вĕсен йышĕ пĕр шухăшлă юлташĕсемпе хутшăнсах пырать. Çар çыннисене пухакан пунктран килĕшӳ алă пуснă 20-е яхăн ар ятарлă çар операцийне хутшăнма çула тухрĕ. Вĕсене ăстакансен йышĕнче пирĕн пултарулăх ушкăнĕ те пулчĕ.
Hide player controls
Hide resume playing