Myvideo

Guest

Login

Чухнлх чакать (на чувашском языке)

Uploaded By: Myvideo
22 views
0
0 votes
0

«Сахал тупăшлисен йышĕ чактăр тесен мĕн пур вăя хурса тăрăшса ĕçлемелле», – терĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев республикăри ĕçлев тата социаллă хӳтлĕх министрĕпе Алена Елизаровăпа тĕл пулнă май. Пиллĕкмĕш çул республикăра чухăнсен шучĕ чакса пырать. Хальхи вăхăтра çак кăтарту 16 процента çитнĕ. Сахал тупăшлисене социаллă контракт майĕпе пулăшни тӳрех сисĕнет. Уйăхсерен ачасене паракан тĕрев укçи те вĕсен çемье тупăшне ӳстерме май парать. Социаллă тӳлевсем, пенсие хушса пани те чылай çемьене пулăшу кӳрет. Çемьесене социаллă пулăшупа тивĕçтерес тĕллевпе пĕлтĕрхипе танлаштарсан кăçал 4 миллирд тенкĕне яхăн ытларах уйăрнă. Çынсене ĕçпе тивĕçтерес ыйтăва та вăхăтлă татса пама тăрăшатпăр терĕ республикăри ĕçлев тата социаллă хӳтлĕх министрĕ Алена Елизарова. «Çамрăксене ĕçе явăçтарас тĕллевпе Чăваш Ен вĕрентӳ министерствипе пĕрле 2030-мĕш çулччен ятарлă программа хута ятăмăр», – терĕ вăл

Share with your friends

Link:

Embed:

Video Size:

Custom size:

x

Add to Playlist:

Favorites
My Playlist
Watch Later