Ах, кăрчама, кăрчама, Пуçа кайрĕ пулмалла. Вунçиччĕри çамрăк ĕмĕр Иртсе кайрĕ пулмалла ! Анаталла, тӑвалла — Пирĕн ăçта каймалла ? Сирĕн пата килмесен те Туссем ӑҫта каймалла ? Савни, савни, саватни те Сăмаварна лартатни ? Эпĕ асна килсессĕн те Ĕçмесĕрех пурнатни ? Сăри лайăх, кăпăклă - Хуçи ырă кăмăллă. Хуçи лайăх пулсасăн та Юрлама та кăмăллă. Ĕлĕк чух, çамрăк чух , Сассăм уçă тухнă чух Алла купăс тытаттăм та Хĕрсем патне каяттăм. Пĕрре, иккĕ, виççĕ, тăваттă — Пуриншĕн те ĕçĕттĕм. Сарă çÿçлĕ, кăвак куçлă Пирĕн ялăн хĕрĕсем.
Hide player controls
Hide resume playing