Myvideo

Guest

Login

Вйл ил шар ктартн

Uploaded By: Myvideo
4 views
0
0 votes
0

Раштав уйăхĕн 25-мĕшĕнче вăйлă çил тухнăран Чăваш Енри 4 000 ытла çурт электричествăсăр тăрса юлнă. Синоптиксем пĕлтернĕ тăрăх, çил çеккунтра 22-23 метр хăвăртлăхпа вĕрнĕ. Çăлав службисем муниципалитетсенче ирчченех ĕçленĕ. Чăваш Енри 11 районти 39 ял çутăсăр ларнă. 4 000 ытла çуртри 11 300 ытла çын тата виçĕ социаллă пĕлтерĕшлĕ объект. Чăваш Енри патшалăх синкерлĕ лару-тăру комитечĕ пĕлтернĕ тăрăх, электричество тытăмне юсаса çĕнетме 15 бригадăпа 17 техника ĕçленĕ. Раштав уйăхĕн 26-мĕшĕнче ирхи 8 сехет тĕлне кашни киле çутă çитнĕ. Сĕнтĕрвăрри районĕ те шар курнă. Вăйлă çил 5 хутлă çуртăн тăррине илсе кайнă. Телее, инкеке лекнисем пулман. 1989-мĕш çулта тунă çуртра 110 çын пурăнать тата 20 ача. Вĕсене пурне те вăхăтра пулăшу панă. Халĕ Сĕнтĕрвăррисем çурт тăррине тăвассипе ĕçлеççĕ. Çуртра ăшă, çутă, шыв пур – ку енĕпе чăрмав çук

Share with your friends

Link:

Embed:

Video Size:

Custom size:

x

Add to Playlist:

Favorites
My Playlist
Watch Later