Myvideo

Guest

Login

Суту-ил хутшнвсем ирплене

Uploaded By: Myvideo
1 view
0
0 votes
0

Чăваш Енпе Казахстан Республикин ĕçлĕ хутшăнăвĕсем çулсерен çирĕпленсе пыраççĕ. Суту-илӳ тăвассипе те икĕ ен ăнăçлă та тухăçлă ĕçлесе пырать. Кăçал çак хутшăнусене çĕнĕ шая кăларса чăваш çĕрĕ çинче туса кăларакан тавара тата та ытларах Казахстан тăрăхĕнчи лавкка сентрисем çине илсе çитересшĕн. Çакна май республикăна Казахстанри усалмçăсем пирĕн тăрăхри предприятисен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашма çитрĕç. Аякран килнĕ хăнасем Чăваш Енри тĕрлĕ предприяти ĕçĕпе паллашма тĕллев лартнă. «Бреслер» предприятинче, тĕслĕхрен, усламçăсем реле таврашĕ туса кăларас ĕçе тĕпчерĕç. Сăмах май, Казахстан Республикине Чăваш Енре туса кăларакан электротехника тытăмĕнче кирлĕ хатĕр-хĕтĕр, алăк таврашĕ тăвас ĕçре кирлĕ япаласене тата ытти тавара та илсе çитереççĕ. Республикăна çитнĕ усламçăсем регионти ĕç-хĕлĕ пысăка хурса хакларĕç. ИГОРЬ МУН: «Чылай предприяти ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрăмăр, хамăра валли усăллă самантсем палăртрăмăр. Производство шайĕ çӳллĕ шайра. Нумай лайăххине палăртасса шанатăп – çĕнĕ шухăшсем, çĕнĕ хутшăнусем йĕркеленессе ĕне

Share with your friends

Link:

Embed:

Video Size:

Custom size:

x

Add to Playlist:

Favorites
My Playlist
Watch Later