Myvideo

Guest

Login

Национальное телевидение Чувашии Атлири чи нл емье

Uploaded By: Myvideo
1 view
0
0 votes
0

🎯 Загружено автоматически через бота: 🚫 Оригинал видео: 📺 Данное видео принадлежит каналу «Национальное телевидение Чувашии» (@ntrk21). Оно представлено в нашем сообществе исключительно в информационных, научных, образовательных или культурных целях. Наше сообщество не утверждает никаких прав на данное видео. Пожалуйста, поддержите автора, посетив его оригинальный канал. ✉️ Если у вас есть претензии к авторским правам на данное видео, пожалуйста, свяжитесь с нами по почте support@, и мы немедленно удалим его. 📃 Оригинальное описание: Çемье, юратупа шанчăклăх уявне халалласа кăçалхи утă уйăхĕн 7-8-мĕшĕсенче Шупашкар Атăлçи тăрăхĕнчен килекен ăмăртуçăсене «Чи ăнăçлă çемье» конкурсра йышăнать. Унта 3 тата ытларах çул çитмен ачасене ӳстерекен çемьесем хутшăнма пултараççĕ. Çавăн пекех усрава илнĕ пепкеллĕ çемьесен те пултарулăх ăмăртăвĕнче хăйсене тĕрĕслеме май пур. Конкурс программи 4 тапхăртан тăрать: тупăшăва хутшăнакансен кăсăклă хăйсем çинчен паллаштармалла, пултарулăхпа палăрмалла, культурăпа тавра пĕлӳ конкурсĕнче хăйсене тĕрĕслемелле, конкурсçăсем пурăнакан регион çинчен каласа памалла, пĕр-пĕрне çемье телейĕ, воспитанири вăрттăнлăхсемпе паллаштармалла. Тăрăхсенче хăйсен çĕнтерӳçисене палăртнă ĕнтĕ. Тупăшăва 139 çын хутшăнмалла. 14 çемье «Атăлçири чи ăнăçлă çемье» пулнине кăтартĕç. Чăваш Республикин чысне Сĕнтĕрвăрри тăрăхĕнчи Урхас Кушкă ялĕнче пурăнакан Никитинсен-Чучаковсен çемйи хӳтĕлет. Роман Владимировичпа Валерия Владимировна тăватă ачана вĕрентсе, ĕçе хăнăхтарса пурнăçăн анлă çулĕ çине кăларассишĕн тăрăшаççĕ. Çул çитменнисенчен пĕри çеç – хăйсен, ыттисене опекăна илнĕ. «Кунĕпех ача сасси, вĕсене тимлесе тăни ывăнтармасть, тепĕр майлă – малалла пурăнмалли кăмăла хăпартать», – тет машăр. Р ОМАН НИКИТИН: «Нумай ачаллă ашшĕ пулма мана йывăр мар, мĕншĕн тесен манăн мăшăр пур, юратнă мăшăр поддержка пурри, питĕ аван. Нумай ача ашшĕ пулма питĕ савăнăçлă. Эпĕ ĕçе каятăп. Ĕçре хамăн ĕçсене туса килетĕп, унта урăх атмосфера. Кунта киле килетĕн – кашни ача хăйне май. Килетĕн те ĕç пирки пĕтĕмпех манса каятăн, вĕсен ăшне путатăн. Вĕсем пĕр чарăнми калаçаççĕ те калаçаççĕ». Паллах, çемьери юрату та вăй-хăват парса тăрать. ВАЛЕРИЯ ЧУЧАКОВА: «Хĕрарама кирлĕ чи пĕрремĕш юрату. Юрату пулсан пĕтĕмпех пулать. Ачасене пăхса тăрсассăн, ачасем вĕсем амăшĕн мĕнле кăмăл-туйăм, вĕсем пĕтĕмпех пире пăхаççĕ. Мĕнле эпир вĕсене пăхатпăр, шăп çавăн пек. Пирĕн кăмăл пур тăк – вĕсен те пур. Эпир юрлатпăр пулсассăн вĕсем те юрлаççĕ». Утă уйăхĕн 7-мĕшĕнче тăхăр сехет çурăра конкурса хутшăнăкансем тупăшма пуçлаççĕ. Тепĕр кун вара Чăваш патшалăх филармонийĕнче 18:00 сехетре çĕнтерӳçĕ кам пулнине палăртаççĕ.

Share with your friends

Link:

Embed:

Video Size:

Custom size:

x

Add to Playlist:

Favorites
My Playlist
Watch Later