Леонид Антонов, Валерий Кузьмин - Пурнăç урапи . 1. Юман ларать кашласа, Юри хыттăн шавласа. Сасси атте сасси пек, Ăс парса вĕрентнĕ пек. . ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ: Пурнăç урапи çаврăнать, Пурнăç урапи такăнать. Пурнăç хăнана кайни мар - Сывлăш çавăрса илме лар. Пурнăç урапи çаврăнать, Пурнăç урапи такăнать. Пурнăç хăнана кайни мар - Сывлăш çавăрса илме лар. . 2. Çăка ларать кашласа, Çавра сăмах каласа. Сасси анне сасси пек, Манăн хута кĕнĕ пек. . ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ: Пурнăç урапи çаврăнать, Пурнăç урапи такăнать. Пурнăç хăнана кайни мар - Сывлăш çавăрса илме лар. Пурнăç урапи çаврăнать, Пурнăç урапи такăнать. Пурнăç хăнана кайни мар - Сывлăш çавăрса илме лар. . 3. Телей тени ахаль мар, Кулянмашкăн кирлĕ мар. Пурăнасчĕ çынсемпе, Атте-анне пилĕпе. . ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ: Пурнăç урапи çаврăнать, Пурнăç урапи такăнать. Пурнăç хăнана кайни мар - Сывлăш çавăрса илме лар. Пурнăç урапи çаврăнать, Пурнăç урапи такăнать. Пурнăç хăнана кайни мар - Сывлăш çавăрса илме лар.
Hide player controls
Hide resume playing