Myvideo

Guest

Login

Акатуй крлер

Uploaded By: Myvideo
1 view
0
0 votes
0

Республикăри муниципалитетсенче Акатуй иртрĕ. Йĕпреç тăрăхĕнче те ĕç, юрă, спорт уявне паллă турĕç. Ăна Раççейре педагог тата наставник, Чăваш Енре телейлĕ ачалăх çулталăкне халалланă. Йĕпреçри культурăпа кану паркĕ пысăк уява йышăнчĕ. Унта республика Пуçлăхĕ Олег Николаев та хутшăнчĕ. Ака-суха ĕçĕнче палăрнă ĕçченсене тĕп сцена çинче чысларĕç. РЕГИНА КУБАЙКИНА: «Йĕпреç тăрăхĕнче кăçалхипе 74-мĕш хут Акатуй уявĕ иртет. Ку çирĕпленнĕ йăла. Кăçал ăна çĕнелнĕ культурăпа кану паркĕнче ирттереççĕ. Куратăр ĕнтĕ, кашни ял тăрăхĕ хăй йăли-йĕркипе, пуянлăхĕпе тĕлĕнтерме тăрăшать». Купăс, параппан сасси. Тăван халăхăмăрăн авалтан пыракан тĕррисем, йывăçран, тăмран хатĕрленĕ савăт-сапа. Тутлă апат-çимĕç. Йĕпреçсем çĕкленӳллĕ кăмăлпа пухăнчĕç Акатуя. ИГОРЬ СЕМЁНОВ: «Ака ĕçĕсене кăçал чипер ирттертĕмĕр. Хамăр планланă япаласене ĕçлесе пĕтертĕмĕр. Çĕр улми кăçал лартрăмăр. Акатуй ĕмĕрех пулнă Йĕпреçре çак паркра. Ремонт ĕçĕсем юлни пирки 4 çул Акатуй ирттереймерĕмĕр. Хуçалăхсем нумай мар Йĕпреç тăрăхĕнче. Акса илекен çĕр лаптăкĕ 9 000 патне çитет». Спорт лапамĕнче çамрăксем, аслăрах çултисем хăйсене тĕрлĕ ăмăртура тĕрĕслерĕç. Малашне те вĕсем кунта пухăнса вăйă выляма, кĕлеткене спортпа пиçĕхтерес тĕллевпе хăнăхтарусем пурнăçлама пултарĕç. Паркра хăтлă, илемлĕ. Уçăлса çӳрекенсем паркра ларакан саксем çинче канма пултараççĕ. – Парка урăхлатма темиçе федераци, Чăваш Республикин ятарлă программисене усă курни вĕсене комплекслă усă курни савăнтарать. Çакăн пек интереслĕ практикăна тишкерсе малалла аталантарса хамăр та пĕчĕкрех укçапа нумай ĕç тума пултарни питĕ интереслĕ практика. Республикăра ача-пăчасене комлекслă, аслисене канмалли дворсене йĕрке кĕртме, площадкăсем утма пуçларăмăр кашни çул 15-шер площадка туса пыратпăр. Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ял хуçалăх ĕçченĕ ята «Красный партизан» хуçалăхăн ĕне сăваканĕ Татьяна Васильева, «Империя» агрофирмăн ĕçченĕ Марина Степанова тивĕçрĕç. НИКОЛАЙ ИВАНОВ: «Пирĕн «Красный партизан» хуçалăх выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессипе сĕт суса илессипе ĕçлет. Вăл енĕпе патшалăх пулăшу парать. Кашни литр суса илнĕ пуçне хушса патшалăх укçа тӳлет. Правительство çак çĕнĕ техника илсе техникăна 40 процент укçине каялла тавăрса парать. Уйсенче пысăк, çĕнĕ техника ĕçлени курăнать. Паллах, пире чуна савăнтарать». Ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксене лайăх воспитани панăшăн вĕсен çывăх çыннисене тав хучĕсемпе чысларĕç. «Ял тăрăхĕн комплекслă аталанăвĕн» программине хутшăнакан çемьесене сертификат пачĕç.

Share with your friends

Link:

Embed:

Video Size:

Custom size:

x

Add to Playlist:

Favorites
My Playlist
Watch Later