Myvideo

Guest

Login

Асамл нер тнчи

Uploaded By: Myvideo
1 view
0
0 votes
0

Ӳнерçĕсем калăплакан картинăсем чылай чухне шухăша путараççĕ, хавхалану, хăш-чухне хумхану туйăмĕ те парнелеççĕ. Тĕрлĕ мелпе усă курса курава килекен кашни çынна тыткăнлама пултараççĕ ӳнер çыннисем. Хальхинче Чăваш Патшалăх ӳнер музейĕнче пичет графикипе усă курса калăпланă картинăсем шухăш вылявне ирĕке яртараççĕ. Пĕрре пăхсан, картинăсем çинче тĕттĕм тĕссем ытларах, анчах тимлĕрех сăнасан вĕсенче, куçа курăнман çутăлăх палăрать тейĕн. Вăл куракансене ăшăлăх, вăй-хăват парнелет. Пĕтĕмпе тĕрлĕ регионтан илсе килнĕ 70 яхăн картина тăратнă куравра. Вĕсем кашниех хăйнеевĕрлĕхпе, асамалăхĕпе, хăйĕн тарăн та кăсăкалă историйĕпе палăрса тăраççĕ тейĕн. ГЕННАДИЙ КОЗЛОВ: «Графика куравĕ вал, чăнах та, уйрăлса тăрать. Кунта тĕс çук, ку живопись мар. Кунта графика анчах – шурă, хура ӳкерчĕк анчах. Çавăнпа та, эпир тăрсан-тăрсан фото-выстăвкăсем тăватпăр. Хăш-пĕр куракансем хура-шурă фотографисем, тĕссĕр фотографисем вĕсем тата интереслĕрех тесе калаççĕ. Çавăнпа та çак ӳкерчĕксем кунта тĕс çук, кунта лини те тон анчах».

Share with your friends

Link:

Embed:

Video Size:

Custom size:

x

Add to Playlist:

Favorites
My Playlist
Watch Later