1.Шур акăш пек хăпартланса Мăшăр çунат сарас! Çăлкуç умне анса ларса Çак юррăма юрлас! Хĕвел хĕртсе шăраннă чух Ан типтĕрех çăлкуç! Чĕрем вĕçме пикеннĕ чух Çунатăма ан хуç! 2.Чĕр кĕмĕл пек çăлкуç шывне Санпа пĕрле ĕçес! Юратупа телей çулне Санпа пĕрле иртес! 3.Эпир утас сукмак çине Ан вырттăрах тусан! Юратакан чĕресене Ан тивтĕрех суран!
Hide player controls
Hide resume playing