Сăвви (стихи) — Г. Ефимов. Кĕвви (музыка) — Г. Хирпÿ Хула тăрăх çÿресе кунларăм, Эп килентĕм ун илемĕпе. Маншăн вăл телейлĕ ĕмĕт пек çиçет-çке... Кÿç тулли сăнарĕшĕн каларăм: Шупашкарăм, савнă Шупашкарăм! Садсене пăхса ытараймарăм, Сулхăнра эп лартăм уçăлса. Çамрăксем çÿреççĕ савăнса хаваслăн... Çакăнта хам савнине эп тупрăм, Шупашкарăм, савнă Шупашкарăм! Заводсен ыр янравне тăнларăм, Вăй-хал хушрĕç çамрăк чунăма. Мĕн тери хаваслă пурăнма, тăванăм... Пур ĕçсене тăватпăр патваррăн, Шупашкарăм, савнă
Hide player controls
Hide resume playing