“Уяв“ ушкăн - “Анкарти пĕр тулли“ юрă. . Анкарти пӗр хыҫӗнче чипер тӑма. Ял хушшине кӗрсен ҫав мӗнле-ши? Анкарти пӗр тулли шур кӑвакарчӑн, Эсир пирӗн Патра пулман халиччен. . Сирӗн пата пырсан ҫав саркаланчӗ, Хамӑр пата килсен ҫав мӗнле-ши? Анкарти пӗр тулли шур кӑвакарчӑн, Эсир пирӗн патра пулман халиччен. . Лапка кӑна акӑ та шур юр ҫӑвать, Ҫуна тупань шӑвайми тӑвать пуль. Шӑнкӑр-шӑнкӑр-шӑнкӑр, шӑнкӑр шыв юхать, Ак ҫакӑнта ӗҫсе-ҫини асӑнма юхать. . Курка ҫине куркилӗм килех тӑрать, Ура ҫине тӑрайми тӑвать пуль. Шӑнкӑр-шӑнкӑр-шӑнкӑр, шӑнкӑр шыв юхать, Ак ҫакӑнта ӗҫсе-ҫини асӑнма юлать. . Шӑнкӑр-шӑнкӑр-шӑнкӑр, шӑнкӑр шыв юхать, Ак ҫакӑнта ӗҫсе-ҫини асӑнма юлать.
Hide player controls
Hide resume playing