Чăваш Ен ертÿçине – ыйту. Çак мелпе паян «Тантăш» хаçатăн çамрăк корреспонденчĕсем те усă курчĕç. Тĕрлĕ ял-хулара вĕренекен шкул ачисене мĕн кăсăкланатарать-ши? Юлия Адюкова репортёр малалла тăсĕ. «Тантăш» хаçатăн пĕрремĕш номерĕ «Пионер сасси» ятпа 1931-мĕш çултах тухнă. Шăпах ун чухне пуçланса кайнă та çамрăк корреспондентсен юхăмĕ. Паян çак хаçат республика, çавăн пекех унăн тулашĕнчи вун-вун ачана пĕрлештерет. Чи хастаррисемпе маттурисем Чăваш Ен ертÿçипе – Олег Николаевпа йĕркеленĕ пресс-конференцие хутшăнма тивĕçрĕç. ТИМУР АМАСЕВ: «Эпĕ Олег Алексеевичран вăл ача чухне кам пулма ĕмĕтленни пирки ыйтрăм. Вăл мана космонавт терĕ. Унăн хуравĕ мана питĕ вăйлă килĕшрĕ. Эпĕ
Hide player controls
Hide resume playing