Паян Мариупольтен Чăваш Ене 446 çын çитрĕ. Вĕсене ятарлă поездпа илсе килчĕç. Пирĕн пултарулăх ушкăнĕ Мариупольтен килекенсене Шупашкарти чукун çул вокзалĕнче кĕтсе илчĕ. Тăнăç пурнăç шыраса килнĕ çынсен шăпипе Елизавета Цветкова паллашрĕ. ЕЛЕНА АХРЕМЕНКО: «Икĕ кун кунта килтĕмĕр». – Эсир Мариупольтен-и? – Мариупольтен. – Мĕншĕн Раççее килме шутларăр? – Аçта тата? – Хĕвел анăçа. – Енчен те Украина ман хваттерсене аркатса пĕтерчĕ пулсан манăн мĕн тăвас? Пуйăсран тухакан кашни çын куççулленсе тухать. Тинех кунта хăрушă мар, снаряд çурăлнă сасса та вĕсем илтмеççĕ. Путвалсенче пурăннăскерсене хĕвел те ăшшине пĕр шеллемесĕр парнелерĕ. Чăваш Ен тăнăç пурнăç шыраса килекенсене тарав
Hide player controls
Hide resume playing