🎯 Загружено автоматически через бота: 🚫 Оригинал видео: 📺 Данное видео принадлежит каналу «Национальное телевидение Чувашии» (@ntrk21). Оно представлено в нашем сообществе исключительно в информационных, научных, образовательных или культурных целях. Наше сообщество не утверждает никаких прав на данное видео. Пожалуйста, поддержите автора, посетив его оригинальный канал. ✉️ Если у вас есть претензии к авторским правам на данное видео, пожалуйста, свяжитесь с нами по почте support@, и мы немедленно удалим его. 📃 Оригинальное описание: Раççей халăх çыравĕ вĕçленчĕ. Çыруçăсем патне килрен çӳренĕ, çыруçăсене киле кĕртес кăмăлĕсем çуккисем вара патшалăх ĕçĕсен пĕрлехи порталĕнче хăйсем тĕллĕн ыйтусене хуравлама пултарнă. Çавăн пекех республикăри кашни районтах стационарлă çырав участокĕсем уçăлнă, нумай функциллĕ центрсенче те йышăннă. Республикăра пурăнакансем мĕнле сасăланă-ши? Кăçалхи çыравăн тĕп уйрăмлăхĕ – ĕçре цифра технологийĕсемпе анлă усă курни. Çĕршывра пурăнакансем ыйтăма вара 3 мелпе хутшăнма пултарнă. Вĕсенчен пĕри – патшалăх çăмăллăхĕсен пĕрлехи порталне кĕрсе хутшăннă. Çавăнпа та Чăваш Енре пурăнакансем цифра технологийĕсемпе туслă пурăннине çĕршыв шайĕнче асăрханă çырава ирттерекенсем. Федерацин Атăлçи тăрăхĕнче Чăваш Ен 2-мĕш вырăнта, çĕр-шывра 11-мĕш – çак кăтартупа. – Киле килнĕ. Интернетпа хутшăннă. Киле килнĕ чухне меллĕ пулчĕ мана. – Госуслугинче хутшăнтăмăр, киле те килсе тĕрĕслерĕç. Чăваш çĕршывĕнче мĕн чухлĕ халăх юлнине, ачасем мĕн чухлĕ çуралнине пĕлме хутшăнатăп. – Ахальтен тумаççĕ вăл перепиçе. Лайăхрах туса партарасшăн. Тата пирĕн наци те пĕтсе пырать. Тен, çавăнпа та çыхăннă пуль. Лайăхраххисем туса параççĕ тесе шухăшлатпăр. – Миçе квадратлă метр пулнине ыйтаççĕ. Ăшă пурррипе çуккине. Ман шутпа, ку – чи кирли. Ялтах халь ĕçлекенсем япăх мар пурăнаççĕ. Ăшă шыв кĕртнĕ. Ăшши пур. Хĕрлĕ Чутай, Пăрачкав, Çĕмĕрле, Елчĕк, Шăмăршă районĕсенче пурăнакансем çырава хастар хутшăннине палăртнă. Çынсем анкета ыйтăвĕсене хуравланă пулин те ăна малалла статистика службин тытăмĕнче тăрăшакансем тишкереççĕ. 2022-мĕш çул вĕçĕнче çырав пĕтĕмлетĕвĕсем паллă пулĕç. Çырав ирттерме Чăваш Енре виçĕ пине яхăн çын пулăшнă: 400 ытла контролер, 2500 ытла çыравçă, 300 яхăн волонтер. Регина Кубайкина, Юрий Марков
Hide player controls
Hide resume playing