🎯 Загружено автоматически через бота: 🚫 Оригинал видео: 📺 Данное видео принадлежит каналу «Национальное телевидение Чувашии» (@ntrk21). Оно представлено в нашем сообществе исключительно в информационных, научных, образовательных или культурных целях. Наше сообщество не утверждает никаких прав на данное видео. Пожалуйста, поддержите автора, посетив его оригинальный канал. ✉️ Если у вас есть претензии к авторским правам на данное видео, пожалуйста, свяжитесь с нами по почте support@, и мы немедленно удалим его. 📃 Оригинальное описание: Вĕренĕн те вĕçĕ пур теççĕ халăхра. Хусан хулинче пурăнакан икĕ çамрăк çак каларăша илтмен пулмалла. Чăваш Республикинче вĕсем суя укçапа тавар туяннă, сахал мар çынна шар кăтартнă. Шупашкарти шалти ĕçсен министерствинчи экономика хăрушсăрлăхĕн ĕçченĕсем вĕсен ĕç-хĕлне чарнă. Шупашкарти çамрăк интернет уçлăхĕнче тавар сутма пĕлтĕрӳ лартнă. Туянакансем нумай кĕттермен, тупăннă. Сĕм тĕттĕм вăхăтра тĕл пулма калаçса татăлнă. Илекенсем хатĕршĕн укçа тӳленĕ те тӳрех уйрăлнă. Ку сутаканра иккĕленӳ çуратнă. ЕВГЕНИЙ: «Кун пирки эпĕ юлташпа канашларăм. Вăл укçана тĕрĕслесе пăхма сĕнчĕ. Ĕçре эпĕ укçана тĕрĕслерĕм. Вĕсем суя пулнине пĕлтĕм». Укçа суя пулнине кримининалистсем те çирĕплетнĕ. Çав вăхăтрах полици ĕçченĕсем патне тата шар курнă тăватă çын килнĕ. Суя укçана Шупашкарта ятарласа салатма килнине ăнланаççĕ оперативниксем. Шырав ĕçĕсем тимĕр ут çине тухма май параççĕ. Ăна тĕп хуларан тухмалли çул çинче тытаççĕ. Руль умĕнче Хусанта пурăнакан 25 çулти çамрăк. Мĕншĕн чарнине çамрăк те чăнах та ăнкармарĕ, те ухмаха печĕ. Тимĕр утра полици ĕçченĕсем 35 000 тата 2 000 суя хут укçа тупрĕç. Тепĕр талăкран унăн ĕçтешне тытса чарчĕç. Суя укçа сарассипе арçынсем юпа уйăхĕнчен ĕçлеççĕ. Ăна интернетра саккас тунă. Мускава кайса илсе килнĕ. Суя укçапа вĕсем Чăваш, Мари, Тутар Республикисенче усă курнă. Халĕ ку тĕлĕшпе уголовлă ĕç пырать. Чăваш Енре ку пĕр тĕслĕх кăна мар. Кăçал кăна виççĕмĕш кварталра 51 суя Раççей укçине тупнă. Ку иккĕмĕш кварталпа танлаштарсан 18 сахалтарах пулнине пĕлтереççĕ Чăваш Республикинчи Наци банкĕн ĕçченĕсем. АЛИСА АЛЕКСАНДРОВА: «Раççей банкĕ кăларакан хут укçана тĕрлĕ хӳтлĕх элеменчĕсен паллисемпе вăйлатаççĕ. Витĕр пăхса хыпашласа тĕрĕслеме май пулать».
Hide player controls
Hide resume playing