Myvideo

Guest

Login

Национальное телевидение Чувашии Чунпа канма май пан концерт

Uploaded By: Myvideo
1 view
0
0 votes
0

🎯 Загружено автоматически через бота: 🚫 Оригинал видео: 📺 Данное видео принадлежит каналу «Национальное телевидение Чувашии» (@ntrk21). Оно представлено в нашем сообществе исключительно в информационных, научных, образовательных или культурных целях. Наше сообщество не утверждает никаких прав на данное видео. Пожалуйста, поддержите автора, посетив его оригинальный канал. ✉️ Если у вас есть претензии к авторским правам на данное видео, пожалуйста, свяжитесь с нами по почте support@, и мы немедленно удалим его. 📃 Оригинальное описание: Чăваш патшалăх академи симфони капеллин оркестрĕ, «Голос» проектра палăрнă юрăçсем тата çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчи артистсем – пĕр сцена çинче. Вĕсене юрă-кĕвĕ çеç мар, Арно Бабаджанян композиторăн пултарулăхĕ те пĕрлештерет. Шăпах кăçал вăл çуралнăранпа пĕр ĕмĕр çитрĕ. Çак çавра çул Чăваш Ен историйĕнче те паллă йĕр хăварĕ. Мĕншĕн иккенне – «Юрату ĕмĕрĕ» концертпа киленнĕ Юлия Адюкова репортёр каласа парĕ. Юрă ян та ян юхнă самантра чĕре те юрлать, чун та савăнать. Çапах ăна итлекен е куракан умне кăлариччен самай тăрăшма тивет. Арно Бабаджанян композитор вара ку енĕпе чăн-чăн ăста пулнă. Ахальтен мар вăл хайланă юрă-кĕвĕ вун-вун çул иртсен те хăйĕн пĕлтерĕшне çухатмасть: артистсене илĕртет, халăха чунпа канма пулăшать. Кăна «Юрату ĕмĕрĕ» ятпа йĕркеленĕ концерт тепĕр хутчен çирĕплетрĕ. Арно Бабаджанян ятне ĕмĕр-ĕмĕр халăх асĕнче хăварас тĕлĕшпе пĕтĕм тĕнче шайĕнче ятарлă фонд та пуçарнă. Шăпах унăн хастарĕсем Чăваш Енри искусство деятелĕсемпе тачă çыхăнса ĕçлени чаплă концерт йĕркелеме май панă. Уяв каçĕнче паллă композиторăн чи лайăх хайлавĕсене Наталья Яклашкина дирижер ертсе пынипе Чăваш патшалăх академи симфони капеллин оркестрĕ тата юрăçсем куракансене тыткăнлама, хăшĕ-пĕрне шухăшпа çамрăклăха илсе çитерме пултарчĕç. АЛЕКСАНДРА МЫЛОВА: «Сĕре кăмăла кайрĕ. Пĕтĕм чунтан-чĕререн, шалтан хумхантарса тăрать». СВЕТЛАНА ВЛАДИМИРОВА: “Концерт пире питĕ килĕшрĕ. Питĕ хитре юрлаççĕ. Оркестр питĕ хитре хăйне кăтартрĕ. Пысăк тав артистсене тата Шупашкартан мар, ытти хуласенчен килнĕ артистсене пысăк тав. Питĕ килĕшрĕ“. Пурне те кăсăклантаракан самант – Арно Бабаджанян кĕввипе Светлана Асамат Чăваш Ене халалласа çырнă сăвăпа хайлăнă юрă премьери пулчĕ. СВЕТЛАНА АСАМАТ: «Вĕсем мана телефонпа кĕввине ярса пачĕç. Эпĕ ăна хам баянпа каласа, ритмне туйса илсе çырса патăм, 4 куплет тата 1 припев. Çавăнтанпа пуçланнă ман чун пăлханма. Питĕ итлес килет». Кĕтнĕ юрă Светлана Асамата çеç мар, залра ларакансене те çĕкленÿллĕ кăмăл-туйăм, хавхалану парнелерĕ. Юлия Адюкова, Георгий Кривошеин

Share with your friends

Link:

Embed:

Video Size:

Custom size:

x

Add to Playlist:

Favorites
My Playlist
Watch Later