Myvideo

Guest

Login

Вренре сталх туптанать

Uploaded By: Myvideo
1 view
0
0 votes
0

Инкеке лекнĕскере хăвăртрах шыраса тухса пĕрремĕш пулăшу памалла. Республикăри çулăмпа кĕрешекенсем газ тухнă тата тĕтĕм сарăлнă çĕрте мĕнле ĕçлемеллине кăтартса пачĕç. Пĕр-пĕринпе ăсталăх енĕпе тупăшрĕç вĕсем. Çĕнĕ Шупашкарти пушар чаçне пухăннисем кашни кун тенĕ пекех инкек çитнĕ вырăна васкаççĕ. Авари пулнă е пушар тухнă – вĕсем чи малтан пулăшма çитекенсем. Хальхинче вĕсен газ тата тĕтĕм тухнă çĕрте çынсене çăлмалла. Анчах та ку кулленхи ĕç мар, чи правур та хăвăрт ĕçлекен ушкăна палăртмалли тупăшу. 19 ушкăн, кашнийĕнче вара 4-шар çын, виçĕ тапхăрпа кам малта пулнине палăртмалла. Офисри ĕçчене çăлма васкаççĕ пурте. Чăн-чăнах пушар тухнă вырăнти пек пултăр тесе çăлавçăсен противогазĕсене çутă яман хутпа хупланă. Пĕр-пĕринчен юлмасăр шумалла. Куç курманнипе хыпашласа çеç пыма пулать. Кашни йăнăшшăн тӳресем штраф параççĕ. Ку вĕрентӳре çапла, чăн пурнăçра вара штраф çын пурнăçĕпе танлашать. АНДРЕЙ САПОЖНИКОВ: «Иккĕмĕш этапра чи вăйлă тата чи чăтăмлă звенона пăхаççĕ. Паллă ĕнтĕ, ку этапра хатĕрленмесен пĕрремĕш тухаймастăн. Виççĕмĕш этапра пушар пекех. Пире трасса туса панă. Хупă куçсемпе трасса тăрăх çӳретпĕр. Çав трассăра пĕр çынна илсе тухмалла тата 5 предмет тупмалла. Çав вăхăта пирĕн чи хăвăрт тухмалла». Бензопăчкăпа тимĕр алăка касса шар курнине çăлмалла, пусма тăрăх хăпарса аманнă çынна антармалла, шыв сирпĕтмелли рукавана пухмалла, умри тулса ларна ăпăр-тапăр урлă каçмалла тата ытти те – çăлавçăсен темĕнле чăрмав та парăнтармалла. Çитменнине çакна кислород баллонĕ çакса, маска тăхăнса пурнăçламалла. Вĕсем вара хăйсемех сахалтан та 30 килограмм таяççĕ. Çапла хашкани ăмăрту тăршшĕпех илтĕнсе тăчĕ. Вĕреннĕ вăхăтра йывăр пулни чăн инкек чухне пулăшĕ – çапла пĕр шухăшпа тупăшрĕç те çăлавçăсем. Пур чăрмава та парăнтарса хальхинче Шупашкарти ятарлă пушар чаçĕн ушкăнĕ мала тухрĕ.

Share with your friends

Link:

Embed:

Video Size:

Custom size:

x

Add to Playlist:

Favorites
My Playlist
Watch Later