Myvideo

Guest

Login

Раей историне врентекен кнеке кирл

Uploaded By: Myvideo
1 view
0
0 votes
0

Паттăрсем çинчен ытларах тĕрлĕ кĕнекере, кинофильмра вуласа пĕлме пулать. Тăван çĕршыв хӳтĕлевçисене шкул саккинченех мĕнле вĕрентсе ӳстермелле? Патриотлăх туйăмне вĕсенче мĕнле чĕртмелле? Ку тата ытти ыйтăва çак кунсенче «çавра сĕтелте» сӳтсе яврĕç. Ку фильма пĕр кинотеатрта та кăтартмаççĕ. Хальлĕхе вăрçăри çамрăк паттăрсем çинчен тĕрлĕ урок ирттерме, видеоĕçсем кăтартма сĕнчĕ «Раççей офицерĕсем» пĕрлешӳ ертӳçи Сергей Липовой, генерал-майор. Мĕнрен пуçланать паттăрлăх? Тата яш-кĕрĕме мĕнле Тăван çĕршыва юратма вĕрентмелле? Шăпах çак ыйтăва хускатрĕç «çавра сĕтелте». «Ялав, гимн пĕлтерĕшне ăнлантарса шкул саккинченех çамрăксене çак патшалăх символĕсем çинчен каласа памалла. Раççей историне 200 тĕрлĕ кĕнекепе вĕрентеççĕ. Вĕсенчен чылайăшĕнче Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи çинчен 5 страницăра çырса кăтартнă. Тулли информаципе ача паллашайманнипе вăл çĕршыв историне те пĕлмест. Ку пысăк çитменлĕх. Тарăн пĕлӳ илеймен, çирĕпленмен ăс-тăнлă çамрăка тĕрĕс çултан пăрса яма вара нумай кирлĕ мар», – терĕ Сергей Липовой гене

Share with your friends

Link:

Embed:

Video Size:

Custom size:

x

Add to Playlist:

Favorites
My Playlist
Watch Later