Чăваш Ен Пуçлăхĕ тăрăшнипе шкул сукмакне такăрлатакансене вĕри, тутлă апатпа тӳлевсĕр тивĕçтереççĕ. Пĕлӳ çурчĕсенчи апатлантармăшсенче юсав ĕçĕсем ирттернĕ, çĕнĕ техника туяннă. Чăваш Республикин парвительстви ку енĕпе тĕллевлĕ ĕçленине палăртмалла. Шкулсенче вăй хуракан поварсенчен чи лайăххине палăртрĕç. Республика шайĕнче иртекен ăмăртура 8 çын тупăшрĕ.
Hide player controls
Hide resume playing