Ют ачасем пулмаççĕ. Чăваш Ен Донбасс тăрăхне черетлĕ гуманитари пулăшăвĕ ячĕ. Хальхинче вăл Бердянск тăрăхĕнчи ачасемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕ тата социаллă пулăшу кĕтекенсем валли. Аса илтеретпĕр, Чăваш Республики Запорожье облаçĕнчи Бердянск районне хăйĕн тимлĕхĕпе хӳттине илнĕ. Унта пурăнакансене вăл комплекслă майпа пулăшса тăрать. Пысăк курупкасене пĕрин хыççăн тепри çĕклесе тухать. Вĕсенче кирлĕ хатĕр-хĕтĕр çеç мар. Республикăра пурăнакансен юратăвĕ, ăшши те. Чăваш Ен çыннисем йывăр лару-тăрура пулăшу кӳме яланах хатĕр. Тумтир, ăшă япаласем, пылак çимĕçсем часах Беряднск районне çитĕç. ЛЕОНИД ЧЕРКЕСОВ: «Шкула кайма кирлĕ япаласем, кĕнекесем, тетрадьсем, канцтаварсем. Ачасем валли, пĕрремĕш июнь тĕлне, эпир ĕнтĕ вĕсене кăштах савăнтарас тесе, çак куна лайăх ирттерес тесе çак япаласене хатĕрлерĕмĕр». Гуманитари пулăшăвне пуçтарас пуçарăва Чăваш Республикин ĕçлев тата социаллă хӳтлĕх министерстви те, Шупашкар хула администрацийĕ те хастар хутшăнать. Çула тухнă чухне нумайрах япала парса яма тăрăшаççĕ. Ачасене хӳтĕлемелли уяв умĕн вара тимлĕхе ытларах пĕччекисене уйăраççĕ. АЛЕВТИНА ФЁДОРОВА: «Пин-пин ача, вĕсен ашшĕ-амăшĕ пиртен пулăшу кĕтеççĕ. Пирĕн Чăваш Республики вăл ялан пулăшассипе, ялан çумра пулассипе уйрăлса тăрать. Çавăнпа та паянхи кун çакăн пек акци ирттерни вăл, чăнах та, питĕ пысăк вырăнта. Ачасене тепĕр хут хамăр ăшша, хамăр вĕсене юратнине, хамăр вĕсене ялан пулăшма хатĕррине кăтартса паратпăр». Сывлăх енчен хавшакхаррисене те уйрăм тимлĕх кирлĕ. Социаллă пулăшăвăн килĕшĕвĕпе пĕрремĕш хутчен Чăваш Енрен Запорожье облаçне реабилитаци хатĕрсене яраççĕ. АЛЁНА ЕЛИЗАРОВА: «Бердянск тăрăхĕнчи специалистсемпе эпир тачă çыхăнса ĕçлетпĕр. Çавăнпа та вĕсен ыйтăвне – ветерансене тивĕçтерес ыйтăвне татса патăмăр темелле ĕнтĕ. Вĕсен шутĕнче ветерансене инвалид коляскипе тата ходуноксемпе тивĕçтерес ыйту пулнă». Социаллă пулăшу учреждениĕсенче тăрăшакансем Бердянск районĕн специалисчĕсем валли методика сĕнĕвĕсем хатĕрленĕ. Çитес вăхăтра вĕсем Чăваш Енре тăрăшакансен ĕç опытне ăша хывма та пултарĕç. Ачасене хӳтĕлемелли кун умĕн Раççейĕн çĕнĕ республикинче пурăнакансем татах та савăнтарĕç. Вăл Чăваш Ен Пуçлăхĕн Администрацийĕ, «Пĕрле» фонд тата ырă чунлă çынсен тăрăшулăхĕпе хатĕрленĕ гуманитари пулăшăвĕ пулĕ.
Hide player controls
Hide resume playing