Куславкка районĕнчи Сăр тата Хусан хӳтĕлев чиккине тунисене асăнса хăпартакан асăну комплекĕн ĕç-хĕлĕпе Раççей тата Чăваш Республикин архитекторсен пĕрлешĕвĕн пайташĕсем паллашрĕç. Мемориал комплекс таврашне хăтлăх кĕртес ыйтăва та тишкерчĕç. Мемориаллă комплекса 3 тапхăрпа уçма палăртаççĕ. Юпа уйăхĕнче монолитпа тимĕр бетон ĕçĕсем вĕçленнĕ. Çитес çул Республика кунĕнче тепĕр пайне хута ярĕç. Пĕтĕмĕшле вара асăну комплексĕ 2023-мĕш çулта хатĕр пулмалла. Çакна валли хыснара 300 миллион тенке яхăн пăхса хунă. Проектпа килĕшӳллĕн кунта музей та пулĕ. Истори управçин пуласлăхне архитекторсем тимлеççĕ. АНАТОЛИЙ ГРИГОРЬЕВ: «Эпир архитекторсемпе çак объекта пăхма килтĕмер. 16-мĕш валли хăйсен идейăсене каласа парса, çĕнĕ шухăшĕсене ăнлантарса памалла пире». «Ыттисен пĕлĕвĕпе паллашни паха, архитекторсем чăваш наци музейĕнче йеркеленĕ курава та çитсе курчеç. Ăна Сăр тата Хусан чиккисене тунăранпа 80 çул çитнине халалланă. МАРИНА МОСКАЛЁВА: «Пирĕн архитекторсен çак кăсăклă проект патне музей уçмалла. Çак ĕç валли конц
Hide player controls
Hide resume playing