“Тăвансем мана ялти Урмаелти клуба вăхăтлăх вырнаçма сĕнчĕç. Вăл мана туртса кĕрсе кайрĕ. Унтан шăпа мана Комсольски районĕнчи искусствăсне шкулне илсе çитерчĕ“, – çырнă хăйĕн çамрăкхлăхне аса илсе Фарит Гибатдинов. Вăл тăрăшнипех Чăваш Енре тутарсен наципе культура автономийĕ йĕркеленнĕ, ăна нумай çул ертсе пынă. Çак кунсенче ăна асăнса Халăхсен туслăх çуртĕнче Гибатдинов вулавĕсем иртнĕ. Чăваш Енре 37 000 тутар пурăнать. Тăван чĕлхене, культурăна, йăла-йĕркене упрас тесе чылай мероприяти ирттереççĕ. Пысăк уявсене те, çав шутра тĕнпе çыхăннисем те анлă уявлаççĕ. Тĕслĕхрен, Курбан байрам, Рамазан, Сабантуй. Шăпах республикăри тутарсен наципе культура автономине Фарит Гибатдинова ертсе пынă чухне мăсăльман юррисен «АРТ-мадхия» фестиваль, Урмаел кĕввисем, Урмай залида фестивальсем анлă иртме пуçланă. Шел пулин те, кăшăл чире пула унăн пурнăçĕ 2020-мĕш çулта вăхăтсăр татăлнă. Çапах та паллă ентеш ятне пурте асра тытаççĕ. Фарит Гибатдинова асăнса юлташĕсем, пĕр шухăшлă ĕçтешĕсем Хусантан, Чĕмпĕртен, Мари Республи
Hide player controls
Hide resume playing