Хĕрлĕ тӳрем çар тумĕ тăхăннă кадетсемпе, илемлĕ кĕпеллĕ пикесемпе пуянланчĕ. Вĕсем хыççăнах ача садне çӳрекен капăр тумлă каччăсемпе хĕрсем утса тухрĕç. Шупашкарта ача сачĕсемпе шкул ачисен балĕ иртрĕ. Кăçал унта 2300 ытла çын хутшăнчĕ. Вăл ашшĕ-амăшне, педагогсене пĕр тĕвве пухрĕ. Раççейре педагог тата наставник, Чăваш Енре – телейлĕ ачалăх çулталăкĕ пулнă май Шупашкарта пысăк бал иртрĕ. Ку 2016-мĕш çултанпах пыракан йăла. «Унччен маларах шкул умĕнхи пĕлӳ илекенсем çеç ташланă пулсан. Кăçалтан ăна уçă сывлăшра пысăк йышпа ирттерме пуçлама тĕллев лартрăмăр», – тет Шупашкар хулин вĕрентӳ управленийĕн пуçлăхĕ Елена Сахарова. Ача садĕнчен, шкултан вĕренсе тухакансене Николай Владимиров сенатор, Чăваш Республикин вĕрентӳ министрĕн пĕрремĕш çумĕ Алексей Лукшин саламларĕç. Бала хутшăнакансене пурне те пурнăçра хăйсен вырăнне тупма, кăмăла каякан профессие алла илме, лайăх паллăсемпе малашне те вĕренме сунчĕç. Бала кашниех хутшăнаймасть. Тĕрлĕ конкурсра, тупăшура палăрнисем çеç çак чыса тивĕçеççĕ. Хĕрлĕ тӳреме пухăннисем полонез, вальс, полька ташласа çаврăнчĕç.
Hide player controls
Hide resume playing